АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Начар тĕслĕх кăтартаççĕ (Общество)

11 декабря 2009 г.

Пĕррехинче Тăвайри культурăпа кану центрĕ умĕпе иртсе пыратăп. Çав кун унта темĕнле уяв пулмаллаччĕ. Çурт умĕнче çынсем нумайăнччĕ. Вĕсен хушшинче паянхи кунпа килĕшÿллĕ, ятуллă тумланнă виçĕ пике пурччĕ. Хĕрсех темĕн пирки сÿтсе яватчĕç чиперккесем. Аллисенче вара – фильтрлă сигаретсемччĕ. Пуçĕсене каçăртнă хăйсем. Калăн, пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тăваççĕ. “Анне, ку аппасем мĕншĕн пирĕн атте пек пирус туртаççĕ?“ – тесе ыйтрĕ 5–6 çулсенчи ача çурта кĕрсе каяс умĕн. Ара, пĕчĕкскер ялта хĕрсем сывлăша сĕрĕмленине курман та, тĕлĕннĕ ĕнтĕ. Хулара пурăнакан чиперккесем вара пирус мăкăрлантарассине усăллă ĕç вырăнне хураççĕ пулас. Фильтрли туртсан сывлăх сиенленмест, тесе тĕрĕс мар шухăшлаççĕ вĕсем. Хĕрсен ача çуратмалла. Çавăнпа пулас амăшĕсен çак сиенлĕ йăларан айккинерех пăрăнма тăрăшмалла. Вăхăтлăх киленÿшĕн кайран ĕмĕрĕпе асапланмалла ан пултăр. Çие юлнă хĕрарăмсем пирус туртсан, сусăр ачасем çуралма пултараççĕ.
Хĕрсемпе хĕрарăмсем! Сигарета алла иличчен лайăх шухăшлăр. Пирус сĕрĕмĕпе сывлăхăра сиенличчен витаминлă çимĕçсем çисен аванрах мар-и?

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика