11 декабря 2009 г.

Валерий Владимировичпа Наталья Анатольевна Захаровсем Кивĕ Пуянкасси ялĕнче пурăнаççĕ. Вĕсен виçĕ ача. Çемье пуçĕ Мускав хулинчи “Моспромстрой” тулли мар яваплăхлă обществăра арматурщикра ĕçлет. Унăн мăшăрĕ Тăвайри “Акконд–агро фирма” общество столовăйĕпе магазин заведующийĕнче тăрăшать. Асли ывăл Захаровсен, Çĕнĕ Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта вуннăмĕш класра вĕренет Виктор. Пĕр хĕрачине Александра ят панă туслă мăшăр. Вăл ялти шкула иккĕмĕш класа çÿрет. Изабелла 6 çулта, ялти ача садĕнче интереслĕ ирттерет вăхăтне. Çĕнĕ Пуянкассинчи ял поселенийĕн территорийĕнче иртекен мероприятисенче активлăх кăтартаççĕ Захаровсем. Ачасен амăшĕ спектакльсенче тĕп рольсене вылять. Аслă хĕрачи аван юрлать. Виктор шкулта лайăх вĕренет, дисциплинăллă, тирпейлĕ ача. Математика предмечĕпе çитĕнÿсем тăвать, техникăпа интересленет. Кил хуçалăхри мотоблокпа ĕçлеме пултарать. Ашшĕ Мускава кайсан, амăшне йывăр ĕçсенче пулăшать. Волейболла, футболла выляма юратать.
Захаровсем сывă пурнăç нормине çирĕп тытса пыраççĕ. Çуран чупассипе ырă тĕслĕх кăтартнă, “Атте, анне тата эпĕ – спортпа туслă çемье” вăйăра маттур пулнă.
Наталья Анатольевнапа Валерий Владимирович шкул, садик пурнăçĕпе кăсăклансах тăраççĕ. Ашшĕ-амăшĕн комитечĕн членĕсем пулнă май пухусене тăтăшах хутшăнаççĕ, кирлĕ пулсан пулăшаççĕ. Вĕсем харпăр хăй ĕçĕсенче пĕрре кăна мар чыс-сума тивĕçлĕ пулнă.
Хĕлле вĕсем пурте пĕрле йĕлтĕрпе похода каяççĕ, çулла вăрмана çÿреççĕ. Ку çемье туслăхне татах çирĕплетет, пĕр чăмăра пĕрлештерет.
Кивĕ Пуянкассинчи Захаровсем пĕр-пĕрне хаклаççĕ. Çемье юратупа, пĕр-пĕрне ăнланнипе, хисепленипе никĕсленсе тăрать. Вĕсен Саша ятлă хĕрачинне 6 уйăхра юн чирне тупса палăртнă. Амăшĕ хăйĕн пепкине вилĕмрен çăлма тепĕр ача кун çути панă. Çуратнă чухнех аслă хĕрачин сывлăхне çирĕплетмелли процедурăсем туса ирттернĕ медицина ĕçченĕсем. Изабелла – аппăшне çăлăнăç параканĕ.
Асăннă мăшăр ачисене аслисене хисеплеме вĕрентет. Вĕсем пурте пĕрле çĕр çинче ĕçлеме юратаççĕ, пахча-çимĕçсемпе чечексем çитĕнтереççĕ, вĕсене юратса пăхаççĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Наталья Анатольевна Латви Республикинчи хулара кун çути курнă пулин те, Чăваш Енри ялта йăва çавăрнăшăн чунтан савăнать.
Захаровсен ăш пиллĕхĕ, çепĕçлĕхĕ, тараватлăхĕ пирки каласа та пĕтереймĕн. Вĕсем нумаях пулмасть “2009 çулăн çемйи” республикăри конкурса хутшăннă. Пирĕн район чысне аван хÿтĕленĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: Чăваш Республикинчи юстици министрĕн çумĕ В.Капитонов Кивĕ Пуянкассинчи Захаровсен çемйине саламланă вăхăтра.