АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Çуран çÿрекенсем каçмалли вырăн” рейд (Правопорядок)

11 декабря 2009 г.

Пурнăçра çул-йĕр правилисене пăхăнни мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине чылайăшĕ лайăх ăнланать ĕнтĕ. Анчах йĕркене пăсакансем те, çул çинче тимлесе çитереймен çуран çынсемпе водительсем те пур. Çавна пула 2009 çулхи 11 уйăхра республикăри çулсем çинче çуран çынсем çине машинăпа пырса кĕнĕ 639 тĕслĕхе регистрациленĕ, вĕсенче 86 çын пурнăçĕ татăлнă тата 590 çын аманнă. 307 тĕслĕхĕ çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăснипе пулнă, вĕсенче 51 çын вилнĕ тата 266-шĕ аманнă.
Хамăр район территорийĕпе илес пулсан, çуран çÿрекенсем йĕркене пăснипе 2 çул-йĕрпе транспорт инкекĕ пулнă, çавна май 2 çын кун-çулĕ татăлнă. Ачасем хутшăннипе килсе тухнă çул-йĕрпе транспорт инкекĕ 1 регистрациленĕ, ăна пула иккĕн аманнă.
Ÿсĕр водительсемпе çавнашкал çул-йĕрпе транспорт инкекĕсем 5 пулнă, вĕсенче 3 çын ĕмĕрлĕхе куçĕсене хупнă тата 6-шĕ суранланнă.
Хамăр районта пулса иртнĕ çул-йĕрпе транспорт инкекĕсен тĕп сăлтавĕсем:
–куçăм хăвăртлăхĕ конкретлă условисемпе килĕшсе тăманни;
–хирĕçле куçăм енне кĕрсе кайни;
–транспорт хатĕрĕпе ÿсĕрле çула тухни;
–çуран çÿрекенсем каçмалли вырăнта тимлĕ пулманни, йĕркене пăсни.
“Çуран çÿрекенсем каçмалли вырăн” тĕлĕшпе йĕркесене пăсни республикăра çул çинчи аварисен тата вĕсенче инкек тÿсекенсен хисепне палăрмаллах ÿстернине шута илсе, 2009 çулхи декабрĕн 11-мĕшĕнче “Çуран çÿрекенсем каçмалли вырăн” рейд ирттерме палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика