11 декабря 2009 г.

“Купăс сасси янрасассăн, савăнма аван”, – тесе юрлаттăмăр çирĕм çул ытла каялла Енĕш Нăрваш ялĕнчи “Енĕш” ансамблĕн юрăçипе М.Федоровпа пĕрле. Кÿршĕри Канаш районĕнчи Çĕнĕ Пĕршенер каччин сасси çамрăксене питĕ кăмăла каятчĕ. Вĕсем вун-вун яла, хăш-пĕр хуласене çитсе çĕр-çĕр куракан кăмăлне çĕклетчĕç.
Пултаруллă каччăна кайран Тăвайри культура çурчĕн директорне ĕçлеме куçарнă. Михаил Павлович хорта юрланă, спектакльсенче ăста вылянă. 1993 çулта “Чăваш Ен сассисем” фестивальте М.Федоров юрăç пĕрремĕш вырăна тухнă. “Куракан кăмăлне кайнă юрăç” ята илни тата аслăрах çул суйлама хистенĕ ăна. Чăваш Ен тĕп хулине ĕçлеме куçнă. 2002 çулта “Кĕмĕл сасă” фестивалĕн гран-прине тивĕçни юрăçа татах хавхалантарнă. ЧНК çумĕнчи “Янра, юрă” ушкăнпа вунă çул хушшинче Мускавран Камчатка таран, Эстони, Киргизи, Турци тата ытти çĕре те çитнĕ кĕмĕл саслă Мишша. Кирек ăçта та халăх купăспа, чĕрĕ сасăпа юрлакан юрăçсемшĕн пулнине туять вăл.
М.Федоров Енĕш Нăрваш хĕрĕпе çемье çавăрнă, Надя та “Енĕш” ансамбльте юрланă. Вĕсем хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ. Кĕçĕн Мишша культура училищин 1-мĕш курсĕнче пĕлÿ пухать, купăс, гитара, балалайка, баян, фортепьяно, тăмра унăн аллинче чĕрĕлеççĕ, тĕрлĕ кĕвĕ кăларма пултараççĕ. Илона та пиччĕшĕпе ашшĕнчен юлмасть, сцена çинче хăйне аван тытать.
М.Федоров 25 çул ĕнтĕ аллине хут купăс тытса куракана савăнтарма васкать. Кĕçĕн Мишшапа Илонăна пысăк сценăна парăнтарма пулăшать.
Декабрĕн 25-мĕшĕнче вĕсем Тăвайри культурăпа кану центрĕнче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: М.Федоров юрăç.