АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурссем, ăмăртусем (Образование)

11 декабря 2009 г.

Пирĕн шкулта “Сывă пурнăç йĕркишĕн” акци пынă май тĕрлĕ конкурссем, ăмăртусем иртеççĕ. Нумаях пулмасть 5, 6, 7-мĕш классем хушшинче халăх вăййисен спартакиади иртрĕ. Михĕпе сикесси, шăпăрпа чупасси, “шурлăх” урлă каçасси тата ытти вăйăсенче 7 класс çĕнтерчĕ. Агитаципе сцена программисен конкурсне пур класс та активлă хутшăнчĕ. Тĕрлĕ енлĕ пуян программăсем хатĕрленĕ ачасем. “Сывă чухăн чирлĕ корольтен телейлĕрех” тесе ахаль каламан ĕнтĕ ăслă çынсем. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырасчĕ, пируспа, эрехпе, наркотикпа туслашас марччĕ – çавăн пек шухăш çирĕпленчĕ программăсене пăхнă хыççăн.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче шкулта тĕрлĕ кружоксем ĕçлеççĕ. Шахмат вăййин ăсталăхне Александр Егорович Егоров вĕрентет. Ачасем кружока хаваспах çÿреççĕ. Унсăр пуçне С.Шашкова ертсе пыракан “Çивĕч перо” кружока çÿрекенсем хаçата статья, очерк, репортаж çырма, сăн ÿкерчĕксем тума вĕренеççĕ. Ачасем хăш-пĕр ĕçĕсене район хаçатне сĕнеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика