11 декабря 2009 г.

МУСКАВ ПАТĔНЧЕ НИМĔÇ ÇАРĔСЕНЕ ÇĔМĔРСЕ ТĂКНĂРАНПА – 68 ÇУЛ
Эпир Кивĕ Пуянкассинче çуралса ÿснĕ, халĕ Мускав облаçĕнчи Щелково хулинче пурăнакан 91 çулхи Иван Матвеевич Краснов подполковникпе темиçе çул ĕнтĕ çыру çÿретсе тăратпăр. Вăл ял, район хыпарĕсемпе кăсăкланать, мана хăйĕн аса илĕвĕсемпе паллаштарать.
“Нимĕç захватчикĕсене Мускав çывăхĕнче çĕмĕрсе тăкнăранпа çак уйăхра 68 çул тултарчĕ. Эпĕ ку операцие малтан пуçласах хутшăннă. Пĕрремĕш хут пирĕн çарсем 1941 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнче контрнаступление куçма тăнă. Тĕп операци вара декабрĕн 5-мĕшĕнче иртнĕ. Анчах эпир ноябрĕн 30-мĕшĕнчех хамăр вăя тĕрĕслесе пăхрăмăр. Паллах, эпĕ полка та, дивизие те ертсе пыман, стрелковăй взвод командирĕ кăна пулнă. Çавăнпа та пĕтĕмĕшле операци пирки пĕлме пултарайман. Пирĕн взвод 5-мĕш çарăн 37-мĕш стрелковăй бригади йышĕнчеччĕ. 5-мĕш çара Л.Говоров маршал ертсе пыратчĕ. Можайск çывăхĕнче мана унпа ал тытма та тÿр килнĕччĕ. Сасса хăпартмасăр, хаярланмасăр вăл пире пултарнă таран наступлени ăнăçлăхĕшĕн çирĕп тăма чĕнсе каларĕ.
Пирĕн салтаксемпе офицерсем пурнăçа шеллемесĕр çапăçрĕç, тăшман çарĕсене çапса çĕмĕрчĕç. Вăрçă шăпине татса паракан пĕрремĕш витĕмлĕ çĕнтерÿ пулчĕ ку совет çарĕсемшĕн”, – аса илет Иван Матвеевич. Вăл фронтовиксене асăнса сăвă йĕркисем те çырнă (хăй вĕсене “Реквием по фронтовикам” тесе ят панă). Акă çав йĕркесем:
Когда последний фронтовик
Уйдет от нас, друзей покинет,
Земля как мать его обнимет,
Заплачет горестно навзрыд.
Поникнут ландыши в лесу,
Угомонится птичье пенье.
Под марш оркестра понесут...
В сердцах родных – оледененье...
Вăрçă çулĕсене Иван Матвеевич Хĕвел анăç фронт составне кĕнĕ 10-мĕш çарăн 323 стрелковăй дивизин 1090-мĕш стрелковăй полкăн 3-мĕш стрелковăй батальон командирĕ пулса вĕçленĕ.
Хамăр ентеше нимĕç захватчикĕсене Мускав çывăхĕнче çапса аркатнăранпа 68 çул тултарнă тата Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çывхарса килнĕ ятпа ăшшăн саламлатпăр. Аслă ăру çыннисем тунă Çĕнтерÿ яланах халăх асĕнче пурăнĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: пирĕн ентеш, 91 çулхи Иван Матвеевич Краснов подполковник.