11 декабря 2009 г.
Ĕçсĕр тăрса юлнă çын тымарĕ татăлнă йывăç пекех. Ĕç çынна мобилизацилет, ăна тĕпсĕр авăра кĕрсе ÿкме памасть. Шел пулин те, ĕçсĕрлĕх пирĕн пысăках мар районта та палăрать. Ĕç рынокĕнче пулса тăнă йывăрлăха çăмăллатма халăха 2007–2010 çулсенче ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе йышăннă республикăри тĕллевлĕ программа та пулăшать. Унпа килĕшÿллĕн эпир обществăлла ĕçсем йĕркелетпĕр. Вĕсем ытларах ялсене тирпей-илем кĕртес, тавралăха йывăçсем лартса симĕслетес ĕçсемпе çыхăннă. Унта явăçтарнă 303 çынна пулăшса кăçал 319 пин тенкĕ тăкакланă. Çавăн пекех çул çитмен çамрăксене (14 çултан пуçласа – пурĕ 104 çынна) вĕренÿрен пушă вăхăтра çавăн пек ĕçсене явăçтарнă. Тăвайри центр шкулсенчен, техникумсемпе професси училищисенчен тин вĕренсе тухнă, ĕçе вырнаçса ĕлкĕреймен 18–20 çулхи çамрăксене те пулăшма тăрăшать. Çапла пирĕн центр кăçал 4 организаципе килĕшÿ туса специальность илнĕ çавăн пек çамрăксене пурнăçра пĕрремĕш ĕç вырăнĕ туса панă.
Ĕçсĕррисен хушшинче тĕрлĕ йывăрлăх тÿсекен граждансем, инвалидсем, нумай ачаллă çемьесем, пенси çулĕ çывхарса пыракан çынсем пур. Вĕсене эпир вăхăтлăх ĕçпе те пулин тивĕçтерме тăрăшатпăр, организацисемпе килĕшÿсем тăватпăр. Çавăн пек килĕшÿсем туса 12 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ.
Унсăр пуçне районта тĕнчери экономика кризисĕнчен хÿтĕленме йышăннă тепĕр программа та вăйра тăрать. Предприятисемпе организацисенчи ĕçлекенсемшĕн ĕç вырăнĕ ан çухалтăр тесе 363 çынна вăхăтлăх, 329 çынна обществăлла ĕçпе тивĕçтернĕ. Кризисран хÿтĕленмелли программăпа килĕшÿллĕн çав ĕçсемшĕн тÿлеме 8278667 тенкĕ куçарса панă. Икĕ программи те 2010 çулта та вăйрах тăрĕ.