11 декабря 2009 г.
Ытларикун, раштавăн 8-мĕшĕнче, “Красная Чувашия” ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕçлекенсен пухăвĕ пулса иртрĕ, енĕшнăрвашсем каллех председатель суйларĕç. Ку пуху, чăннипе, пулмасăр та пултарнă. Мĕншĕн тесен юлашки вăхăтра хуçалăх ертÿçинче ĕçленĕ Владимир Петрович Моисеева асăннă должноçе кăçалхи апрелĕн 30-мĕшĕнче кăна суйласа лартнă. Унтанпа çичĕ уйăх ытларах çеç вăхăт иртнĕ. Умĕн те улшăнсах тăнă ертÿçĕсем. Çакă вăл, тĕрĕс палăртрĕç пухăва хутшăннисем, хуçалăхшăн та, ялта ĕçлесе пурăнакансемшĕн те лайăх япала мар, кооператив экономикине, çынсен пурнăç условийĕсене хавшатать.
Пуху çынсем пуçтарăнса çитсен, ĕç президиумĕ суйланипе кун йĕркине çирĕплетнинчен пуçланчĕ. Ĕçрен хăтарма заявлени çырса панă председателĕнне отчетне итлес терĕç малтанах. Итлерĕç. Вăл хуçалăхра кăçал, пĕлтĕрхипе танлаштарса, çĕр ĕçпе выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем мĕн чухлĕ туса илни, выльăх апачĕ хатĕрлесссипе епле ĕçлени, пĕтĕмĕшле тупăш илни тата уйрăм продукцисенчен укçа-тенкĕ мĕн чухлĕ пырса кĕни çинчен кĕскен каласа кăтартрĕ. Отчетран кашни гектар пуçне 18,1 центнер (çурхи тулă – 13 ц) тырă пухса кĕртни, пĕтĕмĕшле тупăш илесси умĕнхи çулхинчен чаксах кайманни курăнать. Уйăхри вăтам ĕç укçи ÿснĕ, халĕ вăл пилĕк пин тенкĕрен иртнĕ. Анчах... тупăшне кура расхучĕ те пысăк. Укçа-тенкĕ çитсе пымасть. Çакă вара хуçалăхшăн пысăк йывăрлăх. “Ĕç укçи парăмĕ 620 пин тенке çитнĕ. Унсăр пуçне налуксем уйăхсерен пухăнса пыраççĕ. Мĕн тĕрли кăна çук. Электроэнергишĕн хăйĕншĕн кăна уйăхсерен 70–80 пин, çут çанталăк газĕшĕн 20 пин тенкĕ кăларса хумалла тата ытти те, – терĕ, сăмах илсе, хуçалăхăн тĕп бухгалтерĕ Галина Григорьевна Иванова. –Ĕçлеме çăмăл пулмасть, çавăнпа ертÿçĕне тарăннăн шухăшласа тивĕçлĕ çынна суйлама тăрăшăр”.
Кăçал ĕне вити валли тислĕк транспортерĕ туянса панă. Анчах пăрусен витинче, сысна ферминче навус каймасть. Укçа çитменренех тăтăшах топливăсăр тертленеççĕ хуçалăхра.
Кĕр тыррисене те çавăнпах умĕнхи çулхинчен сахал акнă, çĕртме сухи туса хăварайман.
Çамрăк выльăхсемпе ĕнесене чылай сутнă, лашасене нумай пĕтернĕ тесе пайтах ÿпкев пулчĕ пухура.
–Ĕç укçи парăмĕ, налуксем, ытти тÿлевсем – пĕтĕмпе 1 миллион тенке яхăн парăмлă халь. Мĕнлерех тухма пултарать хуçалăх çак лару-тăруран; Мĕн сутăпăр тесе пуç ватнипе-и; Хăйне председателе суйланă чухне, В.П.Моисеев çамрăк выльăхсене пĕчĕк виçеллĕ чухне мар, самăртса çитерсе кăна ашлăх сутас пирки каланăччĕ. Анчах шыв çине сенĕкпе çырнă пекех пулчĕç вăл сăмахсем. Ĕнесем 56 пуç, тĕрлĕ ÿсĕмри мăйракаллă шултра выльăхсем пĕтĕмпе 100 пуç ытла, сыснасем чакнă тата ытти те. Çĕр улми вăрлăхлăх çеç кăларса пухнă. Сутса пĕтерме мар, производствăна аталантарса пыма вăй хумалла. Акă тырă йÿнĕпе каять халь. Мĕншĕн унпа сыснасем, выльăхсем самăртса пысăкрах укçа тума усă курас мар; Пирĕн район сĕтшĕн, аш-какайшăн субсиди тÿлет. Мĕншĕн выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессине ÿстерсе пырса, субсиди ытларах илме тăрăшас мар; – хыттăнах калаçрĕ райадминистрацин экономикăпа пурлăх тата АПК аталанăвĕ управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Алексеевич Ванерке. Вăл хуçалăх хавшаса мар, йывăрлăхсене çĕнтерсе, вăй илсе пытăр тесен, ертÿçĕне пĕлсе суйлама сĕнчĕ.
Пухура Енĕш Нăрваш ял поселенийĕн пуçлăхĕ Роза Викторовна Кузьмина, фермăсен заведующийĕ Таисия Николаевна Федорова, Виктор Анатольевич Шутов агроном, механизаторсем тата ыттисем те, çав шутра хальтерех çар службинчен килнĕ çамрăк та, сăмах каларĕ. Хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕшĕн, тупăшлă ĕçлессишĕн, ял шăпишĕн нумайăшĕн чун ыратать. Çавăнпа производствăна аталантарса пыма, пур майсемпе те туллинрех усă курма, перекетлĕ, тĕллевлĕ, пайталлă ĕçлеме, май килнĕ таран çĕнĕлĕхсене те ĕçе кĕртсе пыма кирлине палăртрĕç. Уççăнлăх та кирлĕ пĕрлехи ĕçре. Хăш-пĕр тавлашусем уççăнлăх çуккипе те килсе тухни сисĕнет.
“Ĕç ÿсĕнтĕр тесен, паллах, пурин те ертÿçĕне пулăшса пымалла”, – çак шухăша, сăмахран, вырăнти ял поселенийĕн пуçлăхĕ Роза Викторовна палăртса хăварчĕ.
Юлашкинчен пуху хальхи председателе ĕçрен хăтарса çĕнĕ ертÿçĕ суйласси патне çитрĕ. Заявленире В.П.Моисеев хăйне “çемьери условисене пула” ĕçрен хăтарма ыйтать. Ку тĕлĕшпе ятарласа ыйту паракан пулмарĕ. Ыйтать пулсан, хăтарас, терĕç кăна. Ыйтусене алă çĕклесе сасăласа татса пачĕç. Председателе те уççăн сасăласа суйларĕç. Маларахри çулсенче В.В.Филиппова, В.В.Данилова, В.П.Моисеева ертÿçĕне вăрттăн сасăласа суйланăччĕ. Паллах, хальхинче те вăрттăн сасăлас текенсем пулчĕç. Председателе суйлама икĕ кандидатура тăратрĕç: В.В.Герасимов (бригадир) тата В.А.Шутов (тĕп агроном). 3 çынран шутлав комиссийĕ суйларĕç. Хуçалăх производствине, экономикăна мĕнле вăйлатма шухăшланине пĕлес шутпа кандидатсене сăмах пачĕç. Уççăн сасăланă хыççăн, чи нумай сасă пухса, Владимир Валерьянович Герасимов “Красная Чувашия” ял хуçалăх производство кооперативĕн председательне суйланни паллă пулчĕ.
Тухса кайнă правлени членĕ вырăнне машина-трактор паркĕнчи Владимир Алексеевич Афанасьев механизатора суйларĕç.
Пухăва район пуçлăхĕн çумĕ Григорий Яковлевич Гаврилов хутшăнчĕ.