АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорта тивĕçлĕ тÿпе хывнисенчен пĕри (Общество)

11 декабря 2009 г.

Çак кунсенче Тăвайра пурăнакан В.Чернов 80 çул тултарчĕ. Владимир Николаевич вăрах вăхăт районти физкультурăпа спорт комитетне, “Урожай” ирĕклĕ спорт обществин районти советне ертсе пынă, физкультурăпа спорт юхăмĕн аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хывнă.
Çакна та каламалла. Николай Александровичсен çемйинче спортпа, уйрăмах шашка-шахмат вăййипе, арçынсем пурте туслă пулнă. Кил хуçи хăй шахмат вăййине юратнă май ывăлĕсем те унпа кăсăкланнă. Алексей Николаевич Шупашкарта ĕçлесе пурăнатчĕ, ватăлсан та хăлха витĕрех маррисем хушшинче шахматпа вăйлисенчен пĕриччĕ. Ывăлĕсенчен чи кĕçĕнни – Василий – нумай хутчен район, “Урожай” обществăн районти совечĕн чемпионĕ пулнă, шахмат корифейĕ шутланать. Унăн виçĕ хĕрĕ те “Шурă ладья” клуб парнишĕн район командинче вылянă. Василий Николаевич шахмат кружокне ертсе пынă май сахал мар пултаруллă шахматист çитĕнтернĕ, республикăри ăмăртусене ăнăçлă хутшăннă.
Владимир Чернов та хăйĕн шăпине спортпа çыхăнтарнă. Сакăр класс хыççăн Уфари физкультура техникумне кайса кĕнĕ. Вĕренсе тухсан, çар службине тăнă. Таврăнсан каччăна тÿрех райĕçтăвкомăн физкультурăпа спорт комитетне ертсе пыма уйăрса лартнă. 1962 çулта Тăвай районне пĕтерсен Владимир Николаевич Кармал, Тĕмер шкулĕсенче вĕрентнĕ. Район çĕнĕрен йĕркеленсен, райĕçтăвком председателĕ В.А.Козлов пултаруллă çамрăка каллех спорт комитетне чĕнсе илнĕ.
Владимир Николаевич районта спортăн тĕрлĕ енĕсене аталантарма тăрăшнă. Николай Алексеев, Григорий Иванов (Тăвай), Аркадий Захаров (Вăрманхĕрри), Антонов (Тушкил), Рябчиков (ГАИ инспекторĕ) волейболла выляссипе икĕ хутчен республика финалне тухнă. Çитмĕлмĕш çулсенче Анатолий Васильев (Çĕнĕ Пуянкасси) пистолетран перессипе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланине эпĕ те астăватăп-ха. Çĕрпÿ хулинчи Чебуховпа иккĕшĕ ресубликăра чи вăйлисем шутланатчĕç. Анатолий Васильевич икĕ хутчен республика чемпионĕ те пулчĕ. Çемьеленсе ача-пăчаллă пулнă хыççăн çак ăмăртусене çÿреме пăрахрĕ, Чебухов 1–2 çултанах мастер ятне çĕнсе илчĕ. Тĕл перессипе тăвайсем республикăри яллă районсем хушшинче чи вăйлисем шутланнă.
Районта йĕлтĕрпе чупасси, велоспорт, шашка-шахмат, футбол аталаннă. Кунта Владимир Николаевичăн та тивĕçĕ пысăк. Халиччен 100 клетка çинче вылякан шашистсем пулман районта. Ăмăртусене тухса каймалла Куславккана – кама тупас; Çын çуккипе хăй тухса кайнă, II разряд нормине пурнăçласа таврăннă. Унтан – I разряд, спорт мастерĕн кандидачĕ. Шашка уншăн чи юратнă вăйă пулса тăнă. Вăл нумай хутчен район чемпионĕ пулнă, тĕрлĕрен конкурссене хутшăнса этюд задачисем шутланă. Сакăр вуннăмĕш çулсенче “Учительская газета” хаçат ирттерекен конкурссенче 2 хутчен çĕнтерÿçĕ пулса хаклă парнесене тивĕçнĕ.
Владимир Николаевичпа унăн мăшăрĕ Раиса Андреевна (Тушкилтен) 3 ача пăхса çитĕнтерчĕç, вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларчĕç. Хĕрĕсем иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ. Татьяна пединститутран вĕренсе тухрĕ, Елена – çыхăну институтĕнчен. Ывăлĕ Александр Тăвайри типографире печатникре, типографи хупăнсан райпори пахча çимĕç, улма-çырла консервлакан цехра тăрăшрĕ. Халĕ Мускава çÿрет. Раиса Андреевна вăрах вăхăт халăх судĕнче секретарьте тимлерĕ, икĕ ачаллă пулсан, Канашри медучилищĕрен вĕренсе тухрĕ, Тăвайри тĕп больницăн гинекологи уйрăмĕнче медсестрара ĕçлерĕ. Тивĕçлĕ канăва та унтанах кайрĕ.
Шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ Черновсем, мăнукĕсене пулăшаççĕ. Шел, хăлхаран самай мăкалчĕ Владимир Николаевич юлашки çулсенче, анчах калаçма пулать унпа. Çĕршыври, районти спорт хыпарĕсемпе халĕ те кăсăкланать. Районти кирек мĕнле спорта ил, пурин аталанăвĕнче те Владимир Николаевичăн тÿпи пур пек. Астăвакансем ăна пурте хисеплеççĕ. Акă ыран районта Тăвай ял поселенийĕ ирттерекен уçă турнира та Владимир Николаевич Чернов 80 çул тултарнине халалланă. Çакна вăл тивĕçлĕ. Вăл тăрăшнипе те пирĕн тăрăхра шашка аталаннă, кунтан республика чемпионĕсем, спорт мастерĕсемпе кандидатсем тухнă, тата та тухĕç.
Спорта юратакансен, физкультурăпа спорт юхăмĕн ветеранĕсен ячĕпе Владимир Николаевич Чернова 80 çулхи юбилейĕпе ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, телейлĕ ватлăх сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика