08 декабря 2009 г.
Кун кĕскерен часах тĕттĕмленет. Хĕле кĕтĕмĕр пулин те, çумăрĕ çукаласах тăрать. Асфальт сарманран пирĕн ял урамĕсенче пылчăк çăрмалла. Унчченхи çулсенче юпасен тăрринче çутăсем çунатчĕç. Халĕ вара урамсенче йĕп чиксен те куç курмасть. Ял тăрăхĕнчисем мĕншĕн çутмаççĕ-ши лампочкăсене?
Клубпа библиотекăра тăтăшах уявсем, концерт-спектакльсем пулаççĕ. Ватти-вĕтти те юратса çÿрет вĕсене. Тăвайне, ытти çĕре куллен ĕçе çÿрекен те сахал мар. Урамсенче тĕттĕм пулни вара кăмăла хуçать. Хăçан пирĕн урамсенче электричество çути ялкăшĕ-ши?