08 декабря 2009 г.
Ку вăхăтра чылай фермăри ĕнесем пăрулас умĕн сĕт пăрахаççĕ, çавăнпа сăвăм та çуллахи пек пысăк мар. “Шимкусский” ял хуçалăх кооперативĕн ферминче те çавнашкал – талăкра ĕне пуçне ултă-çичĕ литр сĕт суса илеççĕ. Тушкилти фермăра мăйракаллă шултра выльăхсем пурĕ 306 пуç шутланаççĕ, çак шутран ĕнесем – 215 пуç. Анчах чылайăшĕ сĕт пăрахнă, пăрулас умĕнхи “декрета” кайнă. Пăруланисем икĕ-виçĕ пуçран ытлах та мар хальлĕхе: декабрь–январь–февраль уйăхĕсенче массăллă пăруласса кĕтеççĕ. Ертсе хăварнă хыççăн тăхăр уйăхран кая мар кирлĕ-çке-ха çамрăк выльăх кун çутине килме. Пăрулас умĕнхи пĕтĕ ĕнесене кун пек чухне хăйне расна рационпа пăхма тăрăшаççĕ.
Ерттернĕ пушмаксем те пур кĕтĕве çĕнетсе пыма.
Сăвакан ĕнесене хальхи вăхăтра вырăнти апатсенчен утă-улăм, сенаж, ĕне пуçне 5 килограмм таран концентратлă апатсем панине каларĕ Г.Н.Петров тĕп зоотехник. Жом та кÿрсе килнĕ выльăхсене валли. Çапла вара ĕнесен рационĕ чухăн мар, вĕсем пăруласа пынăçемĕн сĕт те хушăнса пымалла. Ку чухнехи сĕт линийĕсем, сивĕтмелли установкăсем вырнаçтарнăранпа пысăк пахалăхлă продукци туса илеççĕ кунта. Ун пек продукцин хакĕ те чылай сулмаклăрах.