08 декабря 2009 г.
Нумаях пулмасть водитель удостоверенине ылмаштарма ГИБДДăн районти уйрăмĕнчен, хамăн транспорт хатĕрĕпе çул-йĕр инкекне хутшăнман тесе, справка илмелле пулчĕ. Справкине çырса пачĕç-ха, анчах уншăн мана 50 тенкĕ тÿлеттерчĕç.
Çакна тĕрĕс япала вырăнне хумастăп. Çынсенчен тĕрлĕ сăлтав тупса укçа пуçтарнине çĕршыв ертÿçисем те сивлеççĕ, В.В.Путин премьер та çавнашкал усал йăла йăлăхтарсах çитерни çинчен тарăхсах каларĕ (”достали”, терĕ), вырăнта вара... Мĕн сăлтавпа 50 тенкĕ илеççĕ-ха удостоверение ылмаштаракан транспорт хатĕрĕ тытакансенчен? Пĕр пĕчĕк, ал лаппи пысăкăш хут таткишĕн-и? Унсăр пуçне – транспорт налогĕ, тата ытти. Чăннипех хакла ларать машина тытасси. Районта 1000 çыннăн водитель удостоверенине ылмаштармалла пулсан, инспекцие 50000 тенкĕ укçа пырса кĕрет. Кам ăнлантарса пама пултарать çак йĕркене? Тата справка хакĕ тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен: Шăхасанта – 15, Канашра – 20 тенкĕ, теççĕ. Е пасар саманинче хаксем ирĕклĕ?