АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Регионсем хушшинчи конкурсра палăрнă (Образование)

08 декабря 2009 г.

Регионсем хушшинчи конкурсра палăрнă (Образование)

Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче Çĕнĕ Шупашкарта электроакустика музыка инструменчĕсемпе вылякансен регионсем хушшинчи “Атăл–Идель” ятлă иккĕмĕш фестиваль-конкурсĕ иртнĕ.
Унта Хусан, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи, Атлашево поселокĕнчи, Тăвай районĕнчи вĕренекенсем хутшăннă. Вĕсем синтезаторпа, электрогитарăпа тата ытти электроакустика инструменчĕсемпе выляса хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Пĕчченшерĕн те, ансамбльсемпе те тухнă сцена çине. Вĕсен ăсталăхне Мускаври, Хусанти, Шупашкарти паллă искусство деятелĕсем хакланă.
Конкурс çивĕч иртнĕ. 60 ытла коллектив хутшăннă тупăшăва. Районти ача-пăча аталанăвĕн центрĕнче вĕренекен Татьяна Емельяновапа Ольга Лебедева (преподавателĕ Светлана Глухова) ташă программи хатĕрленĕ. Ăна синтезаторпа выляса кăтартнине жюри те, куракансем те лайăх йышăннă.
Пирĕн çамрăк музыкантсем вăтам ÿсĕмрисен ушкăнĕнче II степень дипломанчĕсем пулса тăнă. Вĕсене грамотăсемпе парнесем парса чысланă.
Музыкăна юратакансене малалла аталанма тата конкурса хутшăнма майсем туса панăшăн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникне В.Я.Шакрова тав сăмахĕ каласшăн.
 
Сăн ÿкерчĕкре: регионсем хушшинчи конкурс-фестиваль дипломанчĕсем Т.Емельяновапа О.Лебедева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика