АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Асран кайми ати-ани...” (Культура)

08 декабря 2009 г.

Енĕш Нăрвашри культура çуртĕнче уяв каçĕ “Алран кайми аки-сухи, асран кайми ати-ани” композиципе уçăлчĕ. Ăна Аннесен кунне тата Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалланă. Тĕрлĕ вăхăта сăнларĕç хĕрарăмсем: пĕри – авалхи çи-пуçпа, тепри – салтак гимнастеркипе, виççĕмĕшĕ хальхи пурнăçпа килĕшÿллĕн тумланса тухрĕç сцена çине. Пирĕн аннесем, асаннесемпе кукамайсем кирек хăçан та йывăрлăхсем умĕнче пуçĕсене усман. Хăйсем пир тĕртсе çи-пуç хатĕрленĕ, вăрçă хирĕнче арçынсемпе тан çапăçнă, тылра çĕнтерĕве çывхартма вăй-халне шеллемесĕр ĕçленĕ, халĕ те мал ĕмĕтлĕн утаççĕ пурнăç çулĕпе.
Ялти шкулта вĕренекенсем юрласа-ташласа, сăвăсем каласа савăнтарчĕç, амăшĕсене “чĕресем” парнелерĕç. Вĕсене ал ĕç кружокне çÿрекенсем тунă, магазинтинчен пĕрре те кая мар пулса тухнă. Мария Лукина ялти уявсене кăна мар, районта иртекен конкурссене, акатуйсене хастар хутшăнать. Паян та хăйĕн шăпчăк сассипе килентерчĕ залра ларакансене. “Солнышко”, “Девчата” ушкăнсен ташшисене, Полина Трофимова, Алексей Спиридонов “Пирĕн анне”, “Светофор çутисем” юрăсене юрланине пысăка хурса хакларĕç. Шупашкартан Надежда Степановапа Марина Герасимова студентсем килнĕ амăшĕсене саламлама. Юрра-ташша ăста çамрăксене тăвăллăн алă çупса тав турĕç пухăннисем.
“Акконд” обществăн Канашри филиалĕнче тăрăшакан Вячеслав Ефимов та хăйĕн пултарулăхĕпе уяв программине пуянлатрĕ. Зоя Васильева культура ĕçченĕпе “Уйăх çинчи пике” юрра шăрантарчĕç. Сăмах май каласан, çак юрă сăмахĕсене те пĕрле çырса кĕвве хывнă вĕсем. “Маттур”,– терĕç куракансем.
Уявăн иккĕмĕш пайне халăх театрĕ çумĕнчи “Путене” студие çÿрекенсем уçрĕç. Вĕсем “Буратино” юмах лартрĕç. Çамрăк артистсенчен ытларахăшĕ – 5-мĕш класран. Галина Моисеева учительница персонажсене хатĕрлеме нумай тăрăшнă. Хăй те ачасемпе пĕрле вылярĕ, Базилио кушак аçи ролĕнче пулчĕ.
Пĕчĕк артистсем хыççăн сценăна аслă ÿсĕмрисем, Енĕш Нăрвашри халăх театрне çÿрекенсем, йышăнчĕç. З.Аббаниковăн “Пурнăç – вăйă мар” спектакльне халăх лайăх йышăнчĕ. Ăна лартаканĕ – Зоя Васильева (вăл хăй те спектакльте вылярĕ), сасă режиссерĕ – Галина Иванова. Татьяна Пурш, Вячеслав Ефимов, Тамара Антонова чăн пурнăçри пекех калăпларĕç сăнарсене.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика