01 декабря 2009 г.

Аннесен кунĕ ячĕпе район центрĕнчи ик-кĕмĕш номерлĕ ача садĕнче Тамара Николаевна Павлова воспитательница ертсе пынипе пысăк уяв пулчĕ.
Пире ачасем сăвăсем каласа, юрласа, ташласа тата тĕрлĕ конкурссене хутшăнса савăнтарчĕç. Ашшĕсемпе амăшĕсем те тупăшрĕç вĕсенче. “Аттесем валли – панулмипе кишĕртен тунă салат” конкурс питĕ килĕшрĕ пире. Амăшĕсем салатне турĕç, ачисем вара хăйсем пĕчĕк аллисемпе çи-терчĕç.
Ачасем кĕтмен парне хатĕрленĕ. Хăйсем амăшĕсене мĕнле юратни çинчен каланине магнитофон çине çырнă ăшă сăмахсене итлеме питĕ кăмăллă пулчĕ. Хăшĕ-пĕрисен куçĕсем те шывланчĕç.
Эпир, 3-мĕш ушкăна çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшĕсем, Тамара Николаевна Павлова воспитательницăна, Ольга Владимировна Андреева музыканта тав туса, ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, ĕçре ăнăçусем сунатпăр.
Сăн ÿкерчĕкре: уявра.