01 декабря 2009 г.
Тушкилти Андрей Николаевич Моряков хресчен-фермер хуçалăхне малалла аталантарса пырас шухăш-кăмăллă. Вăл, тĕпрен илсен, çĕр улми туса илессипе специализациленет. Кăçал фермер “иккĕмĕш çăкăра” вăхăтра кăларса пухрĕ пулин те, анчах хаксем енĕпе, продукци вырнаçтарас тĕлĕшпе хăш-пĕр йывăрлăхсем пулчĕç. Çапах та вĕсем Андрей Николаевичăн кăмăлне хуçаймарĕç, вăл çĕр улми туса илессине вăйлатсах пыма палăртать. “Ĕçлемелле, çине тăмалла”, – тет. Çакна валли машина-трактор та, ĕç хатĕрĕсем те пур унăн. Вăрлăха чир-чĕрпе хурт-кăпшанкăсенчен имçамламалли çĕнĕ йышши оборудовани те туяннă вăл, ăна сажалка çине вырнаçтарнă, çĕр улми вăрлăхне лартнă чухне сиенсĕрлетсе пырать.
Иртнĕ уйăхра Андрей Николаевич хуçалăхра ĕçлеме тепĕр çĕнĕ трактор – “Беларус–82 (МТЗ–82) туянчĕ. Ăна вăл пĕтĕмпех тÿлесе илнĕ.