АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аннесене ан манăр нихăçан (Общество, культура)

01 декабря 2009 г.

Аннесене ан манăр нихăçан (Общество, культура)

Кашни çулах чÿк уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче Раççейре Аннесен кунне паллă тăваççĕ. Кăçал ку ăшă уява иртнĕ эрнере 11-мĕш хут уявларăмăр. Çавна май район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче коллективсене ертсе пыракан, тĕрлĕ ĕçре чапа тухнă, ывăл-хĕрĕсемшĕн, мăнукĕсемшĕн чунне пама хатĕр, сывă пурнăç нормипе пурăнакан, обществăлла пурнăçра активлă, ырă тĕслĕхлĕ хĕрарăмсемпе интереслĕ калаçу йĕркелерĕç.
“Анне чĕри – хĕвел шевли,
Хăвачĕ, вăйĕ иксĕлми.
Пире ăс-тăн, вăй-хал парса
Ĕмĕрĕпех тăрать çунса,”–
тесе пуçларĕ уяв программине район администрацийĕн тĕп специалисчĕ Валерий Васильевич Чайкин.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Яковлевич Шакров кăмăл тунă Тăвай енри амăшĕсемпе пĕрле пулма.
–Пирĕн районта 10 пин ытла хĕрарăм пурăнать. Çав шутра вăй питтисем, ĕçлеме пултараканнисем тивĕçлĕ канăва тухнисенчен кăштах сахалтарах. “Амăшĕ–героиня” орденпа 17 хĕрарăма наградăланă. Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçине хутшăннисем те пур, тылра ырă тĕслĕх кăтартнисем те, – тесе пĕлтерчĕ вăл
Пирĕнтен кашнине çак çутă тĕнчене илсе килнĕ, кăкăрĕн сĕтне çитерсе ÿстернĕ, чирлесен çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупмасăр ларнă, санăн кашни утăмушăн пăшăрханнă, çемьеленсен те вăйĕ çитнĕ таран пулăшма тăрăшнă аннене мĕнле юратмăн(
Этемлĕхĕн пĕтĕм историйĕ, унăн ăс-хакăл аталанăвĕ амăшĕн аллисемпе чĕри витĕр тухнă. Амăшĕн хыçĕнче – этемлĕхĕн пин çуллăх социаллă аталанăвĕ.
Владимир Яковлевич амăшĕ пирĕн пурнăçра чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăнта пулни пирки тĕплĕн ăнлантарса пачĕ, тĕслĕхсем илсе кăтартрĕ, вĕсен çумĕнче яланах ашшĕсен пулмалли пирки асăнчĕ. Ачасене пуянлăхшăн мар, ырă тунăшăн савăнма хăнăхтармаллине палăртрĕ. Пурнăç норминчен айккине пăрăнакан хĕрарăмсем пирки те асăрхаттарчĕ, çитменлĕхсене хирĕç пĕрле кĕрешме сĕнчĕ. “Хаклă аннемĕрсем! Сире асăннă уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма, ачăрсене лайăх воспитани пама вăй-халăр çăлкуç пек тапса тăтăр.
Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, çемйĕрсенче ăнланулăх сунатăп. Пурнăçра ыррине кăна курмалла пултăрччĕ. Телей сире пурне те!” – çакнашкал ăшă сăмахсемпе вĕçлерĕ В.Шакров хăйĕн калаçăвне.
Унтан РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Л.Яковлева амăшĕн капиталĕ пирки сăмах хускатрĕ. Лилия Вениаминовнапа Владимир Яковлевич районти çамрăк амăшĕсене – Э.Артемьевапа А.Иванована (иккĕшĕ те Кармалтан, виççĕмĕш ача çуратнă), Н.Александрована (Улянкă, иккĕмĕш ача), Л.Васильевана (Ураскасси, тăваттăмĕш ача) сертификатсем пачĕç. Асăннă документа 300-мĕш илни пулчĕ вĕсен хушшинче.
”Тăвайри кирпĕч завочĕ” общество директорĕ Е.Федотова Л.Васильевапа В.Юркинана кирпĕч тÿлевсĕр илмелли документ пачĕ.
Чăваш тумне тăхăннă вырăнти артистсем пухăннисене илемлĕ юрă парнелерĕç çакăн хыççăн. Программăна ертсе пыракан В.Чайкин районти хăш-пĕр сумлă амăшĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Тăвайри больницăн тĕп врачĕ, район депутачĕ Т.Шакшина, “Тăвайри кирпĕч завочĕ” обществăн ертÿçи, “ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ” хисеплĕ ята илнĕ Е.Федотова, халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай начальникĕ, районти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ Л.Аввакумова, районти ветерансен совечĕн председателĕ Р.Гурина, ЗАГС уйрăмĕн ĕçĕсене йĕркелесе пыракан З.Гаврилова, “Тăвайри кооператив” потребобщество правленийĕн председателĕ, ЧР халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ С.Салмина, ачасен прависемпе ĕçлекен тĕп специалист Н.Ильина пухăннисене Аннесен кунĕпе саламларĕç. Тăвайри ача садне çÿрекен Д.Павловапа вăтам шкулта вĕренекен Д.Чайкин сăвă вуласа савăнтарчĕç.
Анне... Ун пирки ăçта кăна çырман-ши, еплерех илемлĕ сăмахсем каламан-ши; Художниксемпе поэтсем те, скульпторсемпе музыкантсем те, тĕрлĕ пуçлăхĕсем те ăна пуç таяççĕ. Анне пĕтĕм тĕнче савнăçне, ĕмĕтне, юратăвне, телейне хăйĕнче упрать.
Районти амăшĕсем – В.Юркина (Чутей), Е.Сергеева (Тăвай), Т.Терентьева (Эльпуç), Т.Ялугина (Тăрмăш), Л.Шашкова (Кармал), Л.Ванерке (Енĕш Нăрваш), А.Шибалова (Мучар), А. Степанова (Кармал), А.Никитина (Тăвай), О.Сергеева (Тушкил), Л.Павлова (Тăвай), С.Кириллова (Йăнтăрчă), Н.Павлова (Тăвай) тата ыттисем те пулчĕç уявра. Вĕсем харпăр хăй ĕçĕ, ачисем, мăнукĕсем çинчен каласа кăтартрĕç, тĕрлĕ сĕнÿсем пачĕç. Калаçăва В.Чайкин, ыйту парса, ăста йĕркелесе пычĕ.
Культура çуртĕнче ĕçлекенсен пултарулăхне пысăка хурса хакларĕç пухăннисем, алă çупса тав турĕç.
Амăшĕсем апат-çимĕç хатĕрлес ăсталăхпа та паллашрĕç, килĕшнĕ блюдăсене килĕсенче хăйсем пĕçерсе пăхма пулчĕç. Уяв пурне те питĕ килĕшрĕ.
 
Сăн ÿкерчĕкре: район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан В.Шакровпа РФ пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Л.Яковлева амăшĕн капиталĕн сертификатне параççĕ.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика