01 декабря 2009 г.
Шупашкар хăнисене – Лидия Сарине, Нина Пăрчăкан, Николай Ижендей, Галина Серебрякова писательсене, Клара Осокина юрăçпа композитора, “Тетте”, “Самант” журналсемпе “Тантăш” ача-пăча хаçачĕн журналисчĕсене Енĕш Нăрвашри культура çурчĕпе вăтам шкулта пысăк хаваспа, тарават кĕтсе илнĕ.
50 ытла вĕренекен Николай Ижендей поэтпа тата прозаикпе тĕл пулнă. Вĕсем писателĕн пултарулăхĕпе – юмахсемпе, пьесăсемпе, поэмăсемпе, калавсемпе тата повеçсемпе паллашнă. Николай Ижендей – публицист, прозаик тата юмахçă, писательсен Союзĕн членĕ, М.Çеçпĕл ячĕллĕ преми лауреачĕ, “Чăваш ен литератури: çулталăк кĕнеки – 2001” конкурс çĕнтерÿçи. Ачасем писателе ыйтусем панă, унăн малашлăх ĕçĕсемпе интересленнĕ, хăйсен сăввисене вуланă.
Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин писателĕсен Союзĕсен членĕпе Лидия Сарине прозаикпе тата поэтессăпа, Чăваш Республикин писательсен Союзĕн членĕпе Нина Пăрчăкан тĕл пулма 60 çын ытла пухăннă. Лидия Михайловнапа Нина Алексеевна çыравçăн йывăр та кăсăклă ĕçĕ çинчен каласа панă, сăвăсем вуланă, чăваш халăхĕн юррисене юрласа та савăнтарнă.
Тăван Чăваш енпе унăн çут çанталăкне юратни тата тĕлĕнмелле çынсем çинчен юрланă Раççей ШĔМ конкурсĕсен лауреачĕ, юрăçпа композитор Клара Осокина. Галина Серебрякова поэтесса лирикăллă сăввисемпе тыткăнланă”. Тăван çĕр-шыва юратасси тата хÿтĕлесси, атте-аннене хисеплесси тата упрасси çамрăк ăру тивĕçĕ”,– тесе сĕннĕ асăннă мероприятире.
“Тетте”, “Самант” журналсемпе “Тантăш” хаçатăн журналисчĕсем те ача-пăча хушшинче сехет ытла пулнă. Конкурссемпе викторинăсем интереслĕ те хаваслă иртнĕ. Ачасене кашнинех парне – кĕнеке закладкисемпе журналсем панă.
Унтан хăнасем Тăвайри ача-пăча библиотекине çитнĕ. Вĕсене кунта ачасемпе çитĕннисем 80 ытла çын кĕтнĕ. Писательсемпе поэтсем ачасене кĕнекепе туслă пулма, чăвашлисене ытларах вулама, ача-пăча хаçачĕсемпе журналĕсене çырăнса илме сĕннĕ. Кунтах “Вула та ыттисене пар” акци иртнĕ.
Пирĕн район «Чăваш Республикинчи культура территорийĕ – 2009» республика конкурсĕнче çĕнтернĕччĕ. Кĕнекепе вулав праçникĕ шăпах çакăнпа çыхăнса иртнĕ.