АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвайĕнчех шăллă пуласчĕ (Здравоохранение)

27 ноября 2009 г.

Шăлсем çынна куллен кирлĕ, вĕсемсĕр çав тери кансĕр. Шăлсăр тăрса юлнă çын апата кирлĕ пек вĕтетеймест, çавна пула вар-хырăм чирĕсем пуçланаççĕ. Унсăр пуçне çын витаминсенчен пуян улма-çырла, пахча çимĕç çиеймест, унăн апат рационĕ чухăнланать. Ку каллех тĕрлĕ чир-чĕр, организм хавшасси патне илсе пырать.
Çитмĕлмĕш-сакăрвуннăмĕш çулсенче Тăвайри тĕп больницăра шăл лартатчĕç. Икĕ пинмĕш çул пуçламăшĕнче вăрçă ветеранĕсене, инвалидсене çăмăллăхлă йĕркепе лартса паратчĕç. Пурнăç арпашăниччен ытти çынсемшĕн те хаклах марччĕ шăл лартасси. Питĕ меллĕччĕ çакă районта пурăнакансемшĕн. Тăвай больницинче шăл лартакан специалист пур пулин те, иртнĕ çултанпа ку енĕпе çынсене тивĕçтерме пăрахнă. Лицензи илме укçа-тенкĕ çук имĕш. Укçа-тенкĕ ниçта та çитсе пымасть, çынсен пурнăç условийĕсене начарлатмалли сăлтав мар ку. Лицензи туянас пулсан, больница çав тăкака шăл ларттаракансен укçипех саплаштарнă пулĕччĕ. Халĕ укçа çук та, пĕр ĕç (пуçлăхсемшĕн – нуша!) сахалланать.
Ял çыннин вара шăл ларттарма ирĕксĕрех Канаш хулине е Вăрмар поселокне кайма тивет. Унта 1–2 хут кайнипе ларттараймастăн, темиçе хутчен кайса тăккаланмалла. Хальхи пурнăçра çул çÿреме хаклă, çавăнпа та чылайăшĕ шăлсăрах асапланса пурăнать. Нивушлĕ çав лицензие туянма май тупаймаççĕ больницăна ертсе пыракансем; Вăл вара районта кирлех. Мĕншĕн Канашра шăл лартакан кабинетсем темиçе те, Вăрмарпа ытти районсенче те пур, пирĕн çеç çук; Çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатса пырассине вара РФ Президенчĕ Д.Медведев чи пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри тесе шутлать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика