27 ноября 2009 г.

Тăвайри вăтам шкулта наукăпа тĕпчев лабораторийĕ уçăлчĕ. Шкул ку енĕпе пуян опыт пухнă темелле. Вĕренекенсем тĕрлĕ конкурссене хутшăнса проектсем, наукăпа тĕпчев ĕçĕсем çыраççĕ.
Çапла ку вĕренÿ çулĕнче шкул çĕнĕ проекта пурнăçа кĕртессипе ĕçлет. Вăл “Интегрированная научно-исследовательская лаборатория социального и профессионального самоопределения учащихся” ятлă. Ăна пурнăçа кĕртме класс-комплектпа “ЭХБ” (экологи плюс хими плюс биологи) лаборатори туяннă. Ун шутне вĕренекенсем валли 14 оборудовани комплекчĕ, 1 комплект вĕрентекен валли, ноутбук, тĕрлĕ функциллĕ хатĕр, проектор тата дистиллятор кĕреççĕ.
Асăннă проект тĕллевĕ – вăтам шкулпа районти “Акконд–агро фирма” общество пĕрлехи вăйпа наукăпа тĕпчев лабораторийĕ уçса вĕренÿ программисене чăн-чăн производствăпа çыхăнтарасси (урăхла каласан, интеграци).
Лаборатори уçнă çĕре шкулти çамрăк тĕпчевçĕсем, вĕрентекенсемпе хăнасем хутшăннă. Пухăннисене шкул директорĕ А.Кириллов паллă кунпа саламланă, шкул ку енĕпе туса пыракан ĕç пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ пулнине палăртнă. Директор çумĕ В.Кириллова проектăн тĕп шухăшĕпе паллаштарнă.
Ун хыççăн савăнăçлă лару-тăрура хĕрлĕ хăйăва касса пурте лабораторие кĕрсе курма, вăл мĕнле ĕçленипе паллашма пултарнă. Вĕренекенсем хăйсен наукăлла ĕçĕсем çинчен каласа панă, хăйсем тунă тĕпчевсемпе, пĕтĕмлетÿсемпе паллаштарнă. Сăмахран, вĕренекенсем “Акконд–агро фирма” çитĕнтернĕ тĕш тырă культурисен клейковинине, асăннă общество туса илекен сĕт пахалăхне тĕпчесе пĕлнĕ, унăн пахалăхĕпе составĕ апат рационĕнчен килнине, тăпрапа ĕçмелли шыв пахалăхне палăртнă. Ачасен тĕпчевĕсем пухăннисене хытах тĕлĕнтернĕ. Вĕсен шухăшне палăртса вĕрентÿ пайĕн специалист-эксперчĕ Н.Староселец шкул коллективне суйласа илнĕ çул-йĕре малашне те тытса пыма, тĕпчев ĕçĕнче тата пысăкрах çитĕнÿсем тума суннă.
Икĕ коллектив (шкулпа “Акконд–агро фирма”) пĕрле наукăпа тĕпчев лабораторийĕ йĕркелени шкулта вĕренекенсене ял хуçалăх профессийĕсем суйласа илес енĕпе пысăк пулăшу пулса тăрасса шанма пулать. Малашне ку ĕç системăллă та тĕллевлĕ пулса пырĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: шкулти наукăпа тĕпчев лабораторийĕнче.