27 ноября 2009 г.

Иртнĕ эрне кун шкулта чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши, В.Захаровпа А.Павлов поэтсем пулчĕç. Вĕсене пирĕн шкултан вĕренсе тухнă, халĕ “Сăрнай” ансамбльте юрлакан Н.Яковлева ертсе килнĕ. Надежда Геннадьевна хăй те сăвăсем çырать. Вăл вĕсене вуласа та пачĕ, баянпа хăй выляса чăваш юррисене юрларĕ.
“Ачасене – кĕнекесем” акцие хутшăнса хăнасем шкул библиотекине чăваш çыравçисен кĕнекисене парнелерĕç. Кашни класах пĕрер кĕнеке тивĕçрĕ. В.Захаров сăввисен кĕнекине те хапăлласах йышăнчĕç ачасем. Вĕренекенсем Михаил Николаевич Юхма хăйĕн ачалăхĕ, пултарулăх ĕçĕ пирки каласа панине, А.Павлов çамрăк поэт вырăсла сăввине хавхаланса вуланине пысăк тимлĕхпе итлерĕç. Шупашкар çыравçисем шкулпа ÿлĕм те çыхăну тытма, пултаруллă ачасене дипломсемпе, парнесемпе хавхалантарма шантарчĕç. Ачасем хăнасенчен автографсем илчĕç, вĕсемпе пĕрле сăн çаптарчĕç. Çакă кăсăклă тĕл пулу вĕсен асне ĕмĕрлĕхе кĕрсе юлчĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: Шупашкар хăнисем ачасемпе тата вĕрентекенсемпе. Малти планра – Чăваш халăх писателĕ М.Юхма, Н.Яковлева юрăç тата В.Захаров поэт.