АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн юратăвĕ нихăçан та иксĕлмест (Литература)

27 ноября 2009 г.

Урамра йĕркесĕрлĕх хуçаланать. Пĕчĕк яла нимĕçсем тытса илнĕренпе кĕçех уйăх çитет. Çанталăк та кунта пурăнакансемпе пĕрле тарăхать тейĕн, кунсерен çумăр çăвать. Вăл та ялтисен курайманлăхне, ыратăвне лайăх туйса тăрать, ав.
35 çулхи хĕрарăм чĕрине, темшĕн, шиклĕх туйăмĕ канăç памасть паян. Упăшки, Александр Степанович, фронта тухса кайнăранпах лăпкăн çывăраймасть вăл. Ултă çулхи Максимка ятлă ывăлĕпе иккĕшех тăрса юлчĕç вĕсем пĕчĕк çуртра. Сывпуллашнă хыççăн Валерия Викторовнан куçĕ умĕнчен мăшăрĕ темиçе кун хушши каймарĕ. Уйрăлнă чухне сăнĕ питĕ салхуллăччĕ, куçĕсем таçта аяккалла тинкеретчĕç. Çулталăк ĕнтĕ унран çыру çук. Хĕрарăм пĕлет, Тăван çĕр-шыв ирĕк-лĕхĕшĕн упăшки хăйĕн пурнăçне шеллемĕ. Вăл кайнă хыççăн чĕрин пĕр пайĕ катăлса ÿкнĕ пек туйăнать... Чÿрече умĕнче шухăша кайса тăракан Валерия Викторовна аса илÿсен ытамĕнчен тухса çывăракан ывăлне сăнама пуçларĕ. “Акă вăл, пурнăçăн пуласлăхĕ, ылтăнран та хаклă пуянлăх”, – тесе пăшăлтатрĕ хĕрарăм. Пĕчĕк çыннăн тутисем, савăнăçа палăртса, хускала-хускала илчĕç. Çав самантра тĕлĕкĕнче ашшĕне курать пулас арçын ача. “Атте хăçан килет;“ – текен ыйту хĕрарăм чĕрине кашнинчех йĕппе чикнĕ пек ыраттарать. Выçă ан çÿретĕр тесе хăйĕн пайне те ывăлне парать Валерия Викторовна.
Хăйĕн аллисем вара кунсерен шыçăнса пы-раççĕ. Юлашкинчен хăçан йĕркеллĕ çинине те манса кайнă ĕнтĕ вăл. Картишĕнче вĕлтрен тупсан, çаплипех çăвара чикнĕччĕ пулас. Выçă пулнипе чĕлхине чĕпеленине те туйманччĕ. Халь унăн кĕлетки тÿсмелле мар ыратать. Хăйĕнсĕр ывăлне йывăр килнине пĕлет амăшĕ, çавăнпа ыратнине манма тăрăшать, пуласлăх пирки ĕмĕтленет. Валерия Викторовна аллине ванчăк тĕкĕр илчĕ. ...Самаях улшăннă вăл. Хура тĕслĕ хулăн çивĕчĕ шуралса çÿхелнĕ. Тĕк-сĕмленнĕ кăвак куçĕсен çывăхĕнче пĕркеленчĕксем те курăнаççĕ.
–Анне, ман çиес килет, – илтĕнсе кайрĕ çав самантра ача сасси.
Асли кĕçĕннине ăшшăн тинкерсе, тĕпелти çÿлĕк çинчен шурă пусма татăкĕпе витсе хунă çăкăр татăкне илчĕ. Ăна хăйĕн тĕпренчĕкне тыттарчĕ. Максимка тÿпине кам та пулин тытса илесрен шикленнĕн ярса илчĕ çăкăр татăкне. Сурчăк çине-çинех çăтнине ывăлĕ ан куртăр тесе çавăрăнса тăчĕ хĕрарăм.
Пăшал сасси... Çывăхрах илтĕнчĕ вăл. Пĕр хутчен, иккĕмĕш, виççĕмĕш хут та янăрарĕ. Валерия Викторовна чĕри кăкăртан сиксе тухасла тапма тытăнчĕ. Ывăлне çавăтрĕ те кăмакапа стена хушшинчи хушăка тĕртсе кĕртсе ячĕ. “Эп темĕн чухлĕ кăшкăрсан та ан тух. Шăп лар”, – терĕ.
Çав самантра урам енчен тапнă алăк яриех уçăлса кайрĕ. Автоматлă виçĕ нимĕç кĕрсе тăчĕ. Вĕсем хăйсен чĕлхипе темĕн сÿпĕлтетрĕç, анчах хĕрарăм пĕр сăмахне те ăнланмарĕ. Валерия Викторовна вĕсене тÿррĕн тинкерчĕ. Салтаксем çуртри япаласене унталла та кунталла ывăтма пуçларĕç. “Эсир вырăс çыннисене нихăçан та çĕнтерейместĕр!” – тесе кăшкăрчĕ кĕçех хĕрарăм, сĕтел çинчи ванчăк тĕкĕре илсе нимĕçсем еннелле вăркăнтарчĕ. Автомат сасси шатăртатма пуçларĕ çав самантра. Хĕрарăм кăкăрне аллисемпе тытрĕ. Кăмакапа стена хушшинчи хушăк çывăхне ÿкрĕ, вилес умĕн те пулин ывăлĕ пирки шухăшларĕ амăшĕ. Хăйĕн ÿчĕпе пепки патне кĕмелли çула хупларĕ. Ачине тыткăна илсе каясран çапла хăтарса хăварчĕ. Нимĕçсем хăйсен тискер ĕçне тунă хыççăн çуртра нумай тытăнса тăман.
...Максимка вара кăмака хыçĕнче чылайччен ларнă. Вăл хăранипе вырăнтан та тапранайман. Алли çаплах çăкăр татăкне чăмăртанă унăн.
Чÿречерен кĕрекен çутă тĕксĕмленме пуçласан тин тухнă вăл. Урайĕнче выртакан амăшне курсан тăпах чарăннă. Çывăрма выртнă пекех. Анчах... Ун çывăхĕнче хĕрлĕ тĕслĕ кÿлленчĕк... “Анне, анне, аннеçĕм, тăр!” – тесе кăшкăрса макăрма пуçланă ача. Аллинчи çăкăра амăшĕ çывăхне хунă, юлашки татăка унпа пайласшăн пулнă ĕнтĕ. Пĕчĕк Максимка амăшĕн аллине тытса, лăпланса çывăрса кайнă, хăй пĕчченех юлнине ĕненес килмен унăн.
Анне чĕри... Çепĕçлĕхпе, юратупа тулнă пысăк “çурт” вăл. Тепĕр чухне паттăрлăх валли те вырăн тупăнать унта. Унăн ăшă туйăмĕ нихăçан та ан сивĕнтĕр тесен пирĕн ăна хавхалантарсах тăмалла, упрамалла.. Кашни çыннăн ылтăнран та хаклă пуянлăх – анне. Пуриншĕн те иккĕмĕш хĕвел пулса тăрать вăл, пурнăç çулне çутатать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика