27 ноября 2009 г.
Амăшĕсен кунĕ çывхарас умĕн Мучар ялĕнчи вунă ачаллă хĕрарăмпа тĕл пулса калаçрăм.
Валентина тесе чĕнеççĕ ăна, ашшĕн ячĕ – Арсентий. Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи чарăннă çул Мучар ялĕнче çутă тĕнчене килнĕ вăл. Çав вăхăтра ял хуçалăхĕнче çăмăл пулман. Анчах çынсем шикленмен, ывăннине пĕлмесĕр ĕçленĕ. Шкулта пĕлÿ илме ăнтăлнă Мучар хĕрачи, ашшĕпе амăшне те пулăшнă, ÿркенмен. Чиперккене ял каччи кăмăлланă каярахпа. Иван Михайловичпа мăшăрланса йăва çавăрнă вĕсем.
Пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланакан Шакшинсен çулсем иртнĕ май вунă ача çутă тĕнчене килнĕ. Халĕ вĕсем çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă, хăш-пĕрисем çемьеленнĕ.
Аслă ывăлне Александр ят панă туслă мăшăр. Киччĕри фермăра лавçăра тăрăшать вăл, выльăхсене вăхăтра апатлать. Надежда Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн Пăрачкав районĕнчи ялта зоотехникра, ферма заведующийĕнче вăй хунă. Халĕ уйрăм çыннăн магазинĕнче суту-илÿ тăвать. Володя Канаш хулинче тракториста вĕреннĕ. Кил хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ вĕсем. Галина çĕвĕç специальноçне алла илнĕ, халĕ ачине пăхать. Наталия Ульяновск хулинче пурăнать, заводра мастерта тăрăшать. Ольга Канашри автовокзалра контролер ĕçĕсене туса пырать. Елена аппăшĕ хыççăн Ульяновск хулине çул тытнă, кĕнекесем кăларакан çĕрте хăйĕн маттурлăхне кăтартать ентешĕмĕр. Евгений Канаш хулинчи вакунсем юсакан заводра ырă тĕслĕхлĕ сварщик. Людмила Шупашкарти магазинра, Татьяна аптека заведующийĕнче ĕçлеççĕ.
Валентина Арсентьевна хăй чун панă ачисем пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илнишĕн савăнать. Патшалăх нумай ачаллă çемьесене тимлĕх уйăрнипе кăмăллă вăл. “Çамрăк çемьесен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси” программăпа Евгений ывăлĕ пулăшу илнĕ иккен, халь Канашра пурăнаççĕ. “Ача амăшĕ-героиня” хисеплĕ ята тивĕçнĕ хĕрарăм вун виçĕ мăнукĕн савăнăçĕсемпе, ÿсĕмĕсемпе кăсăклансах тăрать. Иккĕшĕ ял хуçалăх академийĕнче пĕлÿ илет иккен, тăххăрăшĕ шкулта вĕренет, тепĕр икĕ мăнукĕ пĕчĕк-ха.
Мучарти Шакшинсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх пăхаççĕ. Лаши, ĕни, пăрушĕ, кăрккисемпе хур-кăвакалĕсем, чăххи-чĕпписем те пур вĕсен. Çуллахи вăхăтра Валентина Арсентьевнапа Иван Михайловичăн кил-çурчĕ ача-пăча сассипе тулать. Вĕсен пахчи улма-çырла йывăççисемпе, илемлĕ чечексемпе пуян.
Вунă ача амăшне В.Шакшинана юлашкинчен аннесен кунĕпе ăшшăн–ăшшăн саламлатпăр, çĕр çула çитичченех пурăнма сунатпăр.