АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлĕ канăва тухрĕ (Сельское хозяйство)

27 ноября 2009 г.

Тивĕçлĕ канăва тухрĕ (Сельское хозяйство)

Ирхине çичĕ сехет иртсе пырать. Канаш – Тăвай çулĕнчен Енĕш Нăрваш еннелле пăрăннă автобус кĕçех яла çитсе чарăнчĕ. Ыттисемпе пĕрле вăтам çулсенчи хĕрарăм анчĕ те, “Красная Чувашия” ЯХПК правленийĕн çурчĕ еннелле утрĕ. “Сывлăх сунатăп”, – тет вăл кашни тĕл пулакан çынна. “Çитрĕр-и;“ – ыйтаççĕ ирех çула тухнă хĕрарăмран. “Çапла”, – хуравлать вăл кĕскен. Сăнама юратакан çын çак ÿкерчĕке Енĕш Нăрвашра тăтăшах курма пултарать.
Улатăрти ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнăранпа, 1973 çултанпа, тăван ялне ĕçе çÿрет Валентина Алексеевна Шепель. 36 çул пĕр улшăнмасăр шут ĕçĕнче вăй хурать вăл. “Вĕсенчен çирĕм ытла çулне тĕп бухгалтерăн лавне туртатăп пуль. Тÿрех калатăп, пĕрре те çăмăл мар ĕçлеме. Анчах кунтан лайăхрах ĕç шыраман, хамăн тивĕçĕмсене вăхăтра пурнăçлама тăрăшнă. Шут шăрçисене унталла-кунталла шуçтарса ларсах пурнăçăра ирттеретĕр, тенине те илтме тÿр килнĕ. Халь компьютерпа ĕçлеççĕ-ха бухгалтерсем. Вĕсен ĕçĕ кăткăслансах пырать. Шел, сисмерĕм те, тивĕçлĕ канăва кайма вăхăт çитрĕ. Тин кăна ĕçлеме пуçланăн туйăнать. Уйрăлас килмест юратнă ĕçĕмрен. Тепрер çул тăрăшасшăн-ха, май пулсан”, – шухăшлăн калаçрĕ хĕрарăм шутлав приборĕн кнопкисене хăвăрт пуса-пуса.
Кÿршĕ ял каччипе Сергей Алексеевичпа çемьеленнĕ Валентина Андреевна. Пĕр хĕр çитĕннĕ Шепельсен. Светлана аслă пĕлÿ илнĕ. Халĕ ачапа ларать. Пĕчĕк Валерия кукамăшпе кукашшĕне питĕ юратать, чĕвĕлтетет кăна хăйĕн чĕлхипе яла таврăнсан. Тăрмăшра Толстой ячĕллĕ урамра йăва çавăрнă асăннă мăшăр. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх пăхаççĕ Шепельсем. Ĕçлеме ÿркенмеççĕ.
В.Шепель тĕп бухгалтер пĕрле ĕçлекенсене – Г.Иванована, Л.Софронована, Л.Евдокимована, В.Кузьмина ырăпа асăнать. Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлеççĕ вĕсем.
 
Сăн ÿкерчĕкре: “Красная Чувашия” ЯХПКн тĕп бухгалтерĕ Валентина Шепель.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика