24 ноября 2009 г.
“Калаçчăрах” телепередача питĕ кăсăклă, çивĕч ыйтусем хускатнă чухне пĕтĕм ĕçе пăрахсах пăхатăп. Нумаях пулмасть “Саккăрмĕш класра вĕренекен хĕрачасем” темăна сÿтсе яврĕç пухăннисем. Хăш-пĕрисем ăна курман та пулĕ. Çавăнпа пулни-иртнипе кĕскен паллаштаратпăр.
Пĕр пĕчĕк хулара кÿршĕллĕ пурăнакан хĕрачасем пĕчĕкренпех питĕ туслă пулнă, тăтăшах пĕрле вылянă. Сарă çÿçлине аслăрах каччăсем кăмăлланă ÿсерехпе. Вăл вĕсемпе ытларах вăхăт ирттерме пуçланă. Хура çÿçлĕ тантăшне ку килĕшмен ĕнтĕ. Унăн та арçын ачасем хушшинче юлташ тупас килнĕ, тен. Çакăн пирки класс ертÿçине каласа кăтартнă. Педагог воспитани пама шанса панă ачасем хушшинче йĕрке тума шухăшланă. Класа пухса саккăрмĕшсен пушă вăхăта усăллă ирттермелли пирки палăртнă, каçсерен килте пулмалли пирки те каланă ĕнтĕ. Тен, ятран та асăннă пуль. Çакă, паллах, хăвăрт çитĕннĕ хĕрачана килĕшмен. Вăл пĕрле çÿренĕ тантăшне «вĕрентсе» илме шутланă. Ăна урама илсе тухса çÿçĕнчен туртса, пуçĕнчен тапа-тапа хĕненĕ. Хура çÿçлĕ хĕрача хытах аманса пĕтнĕ. Икĕ уйăха яхăн шкула çÿреймест. Çÿлерех асăннă “çапăçăва” карас телефон çине ÿкерсе илнĕ. Хĕрачасен йĕри-тавра ытти юлташĕсемпе тантăшĕсем пăхса тăраççĕ. Шкул чÿречинчен вĕрентекенсем те асăрхаман мар ĕнтĕ çак ÿкерчĕке. Анчах никам та чарман çапăçакансене.
Учительницăна вăрттăнлăх пĕлтернĕшĕн тантăшне е кĕçĕнрех юлташĕсене “вĕрентсе” илни малтанхи çулсенче те пулнă. Ун чухне ачасем харпăр хăй проблемисене вăрттăн, учительсем е ашшĕ-амăшĕ курман чухне тĕрлĕ майпа татса пама тăрăшнă.
Халĕ вара ачасем хăйсем кăмăлсăр пулнине пурин куçĕ умĕнче те кăтартма пултараççĕ иккен. Вĕсен тарăхăвĕ еплерех тискерлĕхпе палăрса тăрать тата. Шĕвĕр кĕлеллĕ туфлипе пуçĕнчен тапа-тапа хĕненине урăх нимĕнпе те танлаштараймăн.
Уйрăмах пуян çемьесенче пурăнакан ачасем пуçĕсене автан пек каçăртса çÿреççĕ. Пĕчĕк тупăшлă кил-йышри хĕрачасемпе арçын ачасене кÿрентересси вĕсемшĕн нимĕн те мар. “Тĕлĕнмелли çук, обществăри йĕркесĕрлĕх пирĕн пуласлăхăмăр çине куçса пырать. Телевизор çапăçма, хĕнеме, вĕлерме вĕрентет. Интернетра тăрлавсăр ÿкерчĕксемпе çăмăллăнах паллашма пулать. Хаçат-журналсенче воспитани темине сайра хускатаççĕ. Хăш-пĕр вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕн çамрăксемпе аппаланма вăхăт çук. Çавăнпа усалланса пыраççĕ те пирĕн ачасем”, – терĕ передачăна хутшăннисенчен пĕри, педагогика наукисен докторĕ.
Çакăнта пулса иртни пирки мĕн шухăшлаççĕ-ши районти вулакансем; Хăйсен шухăшĕсене хаçат урлă пĕлтерессе шанатăп. Мĕн тумалла-ши шкулсенче вĕренекенсем пĕр-пĕрне хисеплеччĕр, туслă пурăнччăр тесен? Хулари тискерлĕх яла ан куçтăр тесе тăрăшасчĕ вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕн. Хĕрачасене телепередачăра мирлешме сĕнчĕç. Аманса пĕтнин куçĕсенчен куççуль кăна шăпăртатрĕ. Туслăх нумайлăха пытăрччĕ çынсем хушшинче, пĕрре вăрçиччен кăна мар.