24 ноября 2009 г.
Çын хăй кăмăллакан ĕçе тупиччен малтан тĕрлĕ çĕрте тăрăшса пăхма пултарать. Чÿкçырми ялĕнче пурăнакан Андрей Леонидович Дмитриев та çав Турă пÿрнине тупиччен хăйне тĕрлĕ ĕçре тĕрĕсленĕ. Çар службинчен килсенех вăл районти «Сельхозхими» пĕрлешĕвне вырнаçнă. Унтан Çурçĕре çÿренĕ, унта водительте тăрăшнă. Çĕр тонна таран тиевсем илнине каласа кăтартать трейлерпа. Вăл Ураган ят илнĕ пысăк машинăпа вăй хунă. Пĕр объектран тепĕр объекта куçарнă йывăр тиевсене, техникăна. Çурçĕртен таврăнсан Канашри “Лидер” предприятире ĕçленĕ, КамАЗпа тавар турттарнă тата ытти те.
Юлашкинчен Андрее хăй пĕчĕкрен кăмăлланă ĕçе пуçăнма май килнĕ, ваннă е аварие лексе çĕмĕрĕлнĕ машинăсене юсама, тÿрлетме, тивĕçлĕ “диагноз” лартса, сыватма тытăннă. Хăй пуçарнă çак ĕçе. Вăл халĕ предприниматель. Çĕнĕ самана çынни. Ĕçне вара вăл хăй малтан водительте ĕçленĕ “Сельхозхими” уçă акционерлă обществăн территорийĕнчех йĕркелесе янă. Уçă пĕлĕт айĕнче май килмест-çке, çурт-йĕр кирлĕ. Унта ал айĕнче ялан кирлĕ ĕç хатĕрĕсем, инструментсем, тивĕçлĕ оборудовани, станоксем пулччăр. Çаксене пĕтĕмпех шута илсе, Андрей Леонидович “Сельхозхими” предприятийĕн котельнăй çуртне арендăна илнĕ, юсав бази туса хунă. Халĕ хĕлле те сивĕ мар кунта. Çук, çут çанталăк газĕ патне çитмен: пăс хуранне майлаштарса килти пек ăшăнмалла тунă çурта Андрей. Тĕтĕмĕ котельнăй мăрйинчен тухать. Машинăсене сăрламалли кабина та ăсталанă. Вăл, юсав залĕпе танлаштарсан, чылай пĕчĕк, лутра та тăпкăл-тăпкăл. Вăл та ăшăнать. Краска лайăх лартăр тесен, ăшă питĕ кирлĕ. Çавăнпа сăрламалли кабинăра тивĕçлĕ температура режимĕ. Ăна электротенсемпе ăшăтмалла тунă. Паллах, шыв та, электроçутă та пур. Ку чухнехи пурнăçра вĕсемсĕр мар ĕнтĕ.
Юсавра кирлĕ оборудованипе хатĕрсенчен, станоксенчен ман куçа кунта пĕчĕк тата пысăк компрессорсем, таль, подъемник, автомобиль шинисене монтажлаканни тата эстакада курăнчĕ. Ытти те пулĕ. Ятарласа тĕпчесе тăмарăм. Чи пахи – Андрей Леонидович хăй пуçарнă кирлĕ ĕçе йĕркелесе яма пултарни, çак ĕçре хăйне тупни. Ылтăн алăллă ăста патне çынсем туртăнаççĕ. Кунта яланах машинăсем пур, клиентсем пырсах тăраççĕ: пĕрисен машини чылай пысăкрах юсав ыйтать, теприсен – вак-тĕвек юсав, виççĕмĕшсем машина шинисене монтажлас ыйтупа пыраççĕ тата ытти те. Канашлама та çÿреççĕ. Андрей Леонидович кăмăллă çын тата хăйĕн ĕçне пĕлекен, заказа пахалăхлă пурнăçлама тăрăшакан специалист. Тепĕр хут палăртатăп: çакă вăл ун патĕнчен клиентсем татăлманнинченех лайăх курăнать. “Сельхозхими” УАО директорĕ Владимир Алексеевич Михайлов та ырă сăмахсем шеллемерĕ Андрей Дмитриев предпринриматель пирки. Хăйсен предприятине те пулăшсах тăнине каларĕ. Андрее юсав ĕçĕсенче Енĕш Нăрваш çамрăкĕ Борис Иванов пулăшать.
Предприниматель тесе, пĕтĕм пурнăçне ĕçре кăна ирттермест ĕнтĕ çын. Унăн кил-çурт, çемье пур. Арăмĕ, Людмила Николаевна, Тĕмер ялĕнчен, мăшăрĕнчен икĕ çул кĕçĕнрех – вăтăр пĕррере. Тăвайри виççĕмĕш номерлĕ ясли-садра ĕçлет. Воспитателе пулăшаканĕ. Вĕсен икĕ ывăл ÿсет. Хальлĕхе ачисем çамрăк-ха: пĕри иккĕмĕш класа çÿрет, тепри – иккĕре. Дмитриевсем выльăх-чĕрлĕх те усраççĕ килĕнче. Пÿрт-çуртне те çĕнĕрен лайăх çавăрнă. Тĕпрен илсен, Андрей хăй тăрăшнă кунта, айккинчен ăстасем тытман. “Йĕркеллĕ, лайăх çемье”, – тет Дмитриевсем пирки Тăвай ял поселенийĕн пуçлăхĕн çумĕ Юлия Павловна Королева.
Хам эпĕ амăшĕпе ашшĕне те аванах пĕлетĕп. Амăшĕ, Людмила Николаевна (кинĕннипе пĕр пекех вĕсен ячĕпе ашшĕ ячĕ), Канашри электропогрузчиксен заводĕнче нумайранпа завскладра ĕçлесе пенсие тухрĕ, Канашрах пурăнаççĕ мăшăрĕпе пĕрле. Вăл, Леонид Сергеевич, Тăвайри “Сельхозхимире” те, кайран Канашра та токарьте тăрăшнă, халĕ Çурçĕре ĕçлеме çÿрет. Виçĕ ача çуратса ÿстернĕ ашшĕпе амăшĕ: Андрей, асăнтăмăр ĕнтĕ, Чÿкçырми ялĕнче пурăнать. Пиччĕшĕ, Владимир, Шупашкарта çемйипе; йăмăкĕ, Алевтина, Канаш хулинче. Пĕр-пĕрин патне çÿреççĕ, çыхăну тытсах тăраççĕ, пулăшма та хатĕр пĕр-пĕрне. Çапла, ыррине ырă мар тееймĕн. А.Дмитриев предпринимателĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки те çавнах калас килет.