АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Почтальонка – вулавăш хăни (Общество)

24 ноября 2009 г.

Ураскассинчи вулавăшра Л.Александрова почтальонка ачасемпе тĕл пулу ирттерчĕ. Вăл хăйĕн профессийĕпе паллаштарчĕ, ăна чунтан юратса туни çинчен каласа пачĕ.
Кирек мĕнле çанталăкра та килрен киле хаçат-журнал, çырусемпе ытти корреспонденцисем валеçекен тулли сумкăллă хĕрарăма ял урамĕпе васкаса утнине курма хăнăхнă ĕнтĕ ураскассисем. Кам çывăх çыннинчен хыпар кĕтет. Пенси укçисене те вăхăтра çитермелле. Теприсем район хыпарĕсемпе паллашасшăн. Сăмах май, Любовь Алексеевна Эльпуç енчи ялсенчи почтальонкăсенчен “Ял ĕçченĕ” хаçата пуринчен нумай сараканни. Халĕ, çулталăк вĕçлениччен, 2010 çул валли ытларах çемьене çырăнтарасшăн тимлет. Тухса çÿреймен ватăсене куллен кирлĕ таварсемпе те тивĕçтерет вăл.
Пĕлет, кĕтеççĕ ăна çынсем, çавăнпа паянхи ĕçе нихăçан та ырана хăвармасть. Çапла 30 çул такăрлататаь ял сукмакне Л.Александрова. Харсăр почтальонкăн кашнинпех калаçу çыпăçать. Ыттисен савăнăçне пĕрле пайлать, хуйхăллă çынна чун калаçăвĕпе йăпатать. Кăмăллă унăн ĕçĕпе ял-йыш.
Ачасен ыйтăвĕсем çине туллин хуравлама тăрăшрĕ вулавăш хăни. “Нумай пĕлес тесен нумай вуламалла, тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнмалла”,– терĕ.
Эпир хисеплĕ çыхăну ĕçченне çирĕп сывлăх, телей, çăмăл мар ĕçĕнче тÿсĕмлĕх сунтăмăр, татах килсе çÿреме ыйтрăмăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика