24 ноября 2009 г.

Район пуçлăхĕ Н.И.Иванов Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине тивĕçлипе кĕтсе илмелли çинчен йышăну кăларнă, мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Вăрçă ветеранĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерес тĕллевпе комисси туса хунă. Иртнĕ эрнере комисси членĕсем Енĕш Нăрваш ял поселенине çитсе килчĕç, кунта пурăнакан паттăр салтаксен килĕсенче пулчĕç.
Республикăри сывлăха сыхлас, ĕç тата социаллă ĕçсен министерствин Тăвай районĕнчи пай пуçлăхĕ Л.Аввакумова, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти тата Енĕш Нăрвашри канашĕсен председателĕсем Р.Гуринапа З.Герасимова, Енĕш Нăрваш ял поселенийĕн пуçлăхĕ Р.Кузьмина, вырăнти пĕтĕмĕшле врач уйрăмĕн ертÿçи Л.Николаева, район администрацийĕн тĕп специалисчĕ В.Чайкин вăрçă участникĕсен сывлăхĕпе, пурнăç условийĕсемпе кăсăкланчĕç, ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.
Кашни ветеранăн хăйĕн пурнăç çулĕ, тĕрлĕ ăнлав, тавракурăм. Апла пулин те калаçса ларнă вăхăтра вĕсем паянхи пурнăç çине ăнланса пăхни туйăнать. Патшалăх енчен тимлĕх уйăрнăшăн вĕсем район, республика, çĕр-шыв ертÿçисене тав тăваççĕ. Килĕсенче çут çанталăк газĕ çунни, ялсене автобуссем çÿрени, пенси укçине вăхăтра тÿлени, медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерни – вăрçă ветеранĕсемшĕн кăмăллă туйăм.
Чи пахи вара – ватлăхра пĕри те пĕччен мар. Вĕсемпе юнашар е юратнă мăшăрĕпе тăванĕ, е хĕрĕпе ывăлĕ, е кинĕпе мăнукĕ. Çавна ветерансем тивĕçлĕ те. Акă, Василий Данилович Данилова районта çеç мар, республикăра та лайăх пĕлеççĕ. Вăл 1942 çулта вăрçа кайнă. Мирлĕ вăхăтра виçĕ теçетке чухлĕ колхоз председателĕнче ĕçлесе Ленин, “Хисеп палли” орденсене тивĕçнĕ.
Василий Иванович Иванов вăрçă хыççăн колхозра, унтан вакунсем юсакан заводра ĕçленĕ. Ветеран хăйĕн типтерлĕхĕпе, ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе çамрăксемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Василий Иванович пахча ĕçĕпе, хурт-хăмăрпа кроликсем ĕрчетессипе кăсăкланать, унпа тем çинчен те калаçма пулать.
Аркадий Порфирьевич Иванов хăй вăхăтĕнче ăста платник-столяр пулнă. Андроник Иванович Иванов водительте тăрăшнă. Василий Николаевич Николаев заводра, Архип Федотович Федотов ял хуçалăхĕнче вăй хунă.
Кушкăра пĕртен-пĕр ветеран Александр Михайлович Михайлов пурăнать, вăй çитнĕ таран кил тĕрĕшĕнче тăрмашать.
Комисси членĕсем Зоя Кузьмина салтак арăмĕ патне те çитрĕç. Тăхăрвун виççĕри хĕрарăм хăйне патвар тытать, кăмака хутать, çăл патне шыва каять, килти ĕçсене пурнăçлать.
–Нумай хура-шур куртăм, эпĕ яланах ĕçлеме тăрăшнă. Эмелсем ĕçсех кайман, вĕсем аллерги параççĕ, – терĕ Зоя Кузьминична, сывлăхĕ пирки интересленсен.
Çапла комисси членĕсем ветерансемпе ăшшăн тĕл пулчĕç, умри ыйтусене татса пачĕç.
Сăн ÿкерчĕкре: А.П.ИВАНОВ ветеран.