АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуянкассинчи Анастасьевсем (Предпринимательство)

24 ноября 2009 г.

Пуянкассинчи Анастасьевсем (Предпринимательство)

Кăçалхи август пуçламăшĕнчен икĕ Пуянкасси хушшинчи хутлăхра, унччен ача сачĕн котельнăйĕ пулнă çуртра, тулли мар яваплăхлă “Буяново” общество ĕçлеме тытăнчĕ. Ăна Кивĕ Пуянкассинче çуралса ÿснĕ виçĕ пĕр тăван Анастасьевсем – Валентина (генеральнăй директор), Любовь тата Александр йĕркеленĕ. Общество кунсерен 150 çавра е тăваткал хыçсăр пукан кăларать. Урисем çирĕп, тимĕр пăрăхран, ларкăчĕ ДСПран, ăна пир-авăрпа, поролонпа, çиелтен искусственнăй сăранпа сăраççĕ. Паха, нумайлăха чăтакан издели. Урисем – ĕмĕрлĕхе, ларкăчăн çиелти пайĕ çĕтĕлсен, ăна çĕннипе ылмаштар та пукан ĕмĕрĕ татах вăрăмланать. Хакĕ те пысăк мар. Урисем вĕçнелле сарăларах тухса тăнă пирки, пукан çирĕп ларать, тÿнсе каймасть. Хăна-вĕрле пухăнсан, шкул, хуçалăх столовăйĕсемшĕн çав тери меллĕ. Куллен кирлĕ мар чухне ăна кăпăрт пĕр çĕре пухса, пĕр-пĕрин çине тăхăнтарса ларт та вырăн та ним чухлĕ йышăнмасть.
Анастасьевсем производствăна патшалăх пулăшăвĕсĕр, хăйсен вăйĕпе 1 çулталăк çурăра хута янă. Унччен блоксенчен купаланă котельнăй çуртне халĕ паллаймастăн та. Стенасене тул енчен ăшă тытакан ку чухнехи материалпа, çиелтен сайдингпа сăраççĕ (ку ĕç вĕçленеймен-ха, эпир пынă кун та тăрăшатчĕç ăстасем). Цехра (вăл пĕр-пĕр пысăк предприятири цехах аса илтерет, унăн лаптăкĕ 300 ытла тăв. метр) таса, ăшă та çутă, хăтлă, шăв-шав çук. Проектне хăйсен тăванĕ Анатолий Александров инженер туса панă.
Пурĕ 13 çын ĕçлет кунта: Андрей Степанов тĕп инженер, Ирина Филиппова бухгалтер, Александр Александров бригадир, пĕр тăван Максимовсем тăваттăнтан, форматно-раскроечный станокпа ĕçлекен Виталий Кузьмин тата ыттисем. Саша Александров бригадир, Анастасьевсен тăванĕ пулнă май, стройка пуçланнăранпах кунта тăрăшать. Ĕçлекенсене пурне те, техничкăран пуçласах, формăллă ĕç тумĕпе тивĕçтернĕ: хĕрарăмсене – брюкипе тата çурăмĕ çине “ООО “Буяново” тесе çаптарнă курткăпа, арçынсене – спецовкăпа.
Цеха пырса кĕрсенех, кĕтесре электролобзикпе ДСПран ларкăч айне хатĕрлекен Виталий Кузьмина куртăмăр. Вăл тăваткалсен кĕтесĕсене касса çавра форма кĕртетчĕ. Виталий – лайăх ăста. Килти çуртне те йывăçран тĕрлĕ эрешсем касса илемлетнĕ. Алли-ури çыпăçуллă. Ку таранччен республика тулашне кая-кая ĕçленĕ.
–Мускава çÿресе йăлăхрăм, уçăлакан цехра ман валли ĕç тупăнмĕ-ши; – ыйтнă вăл пĕринче нимере пĕрле пулнă Александр Анастасьевран. Александр Вениаминович ĕçчен те пултаруллă çынсене хаклама пĕлет. Халĕ Виталий пысăк плиткăсене станокпа ваклать, формăпа калăплать.
Цехăн тепĕр пуçĕнче Тамара Петрова кирлĕ виçепе пукан ларкăчне сăрмалли материалсене касса кăларать. Унпа юнашарах Алина Николаева тăрăшать. Вăл ДСП ларкăча касса хатĕрленĕ материалсемпе, вараланасран çиелтен целлофан пленкăпа чĕркет, Андрей Максимов вара ăна çĕлемелли пистолетран персе çирĕплетсе тухать. Ларкăч – хатĕр. Алина Григорьевнан малтан яланлăх ĕç пулман. Вăл уйăхĕ-уйăхĕпе Мускава çÿренĕ. Халĕ, кукамăшĕ сывлăхран йăшнă та, кăларса ярасшăн мар мăнукне, хăйне пăхакан кирлĕ, тет. Алинăн цехра тепĕр тĕрлĕ тивĕç те пур, вăл пукан урисене растворительпе тасатса, нÿрленсе пăсăласран полимер тусанĕпе сăрлать. Ун хыççăн вĕсене пысăк температурăллă кăмакана çакса типĕтеççĕ.
Çÿлерех каларăмăр ĕнтĕ, пĕр тăван Максимовсем тăваттăнран кунта вăй хураççĕ. Алексей Максимов ятарлă станокпа ура валли пăрăхсем авать, вĕçĕсене, сваркăпа çирĕплетме меллĕ пултăр тесе, лапчăтса парать. Анатолий Максимов – сварщик. Вăл хальлĕхе ятарласа вĕренмен, ăна ку ĕçе таврари ăста газоэлектросварщиксенчен пĕри Петр Федоров хăнăхтарса пырать. Петр Иванович ылтăн ал-ураллă специалист пулнине шута илсе, Анастасьевсем ăна çухатасшăн мар. Вăл цехăн тимĕр алăкĕсене те, ăшăтмалли системăна та хăех майлаштарса панă. Заказпа мунча валли тимĕр кăмакасем те тăвать. Ĕç мелне хăвăрт тавçăрать, вăр-вар ĕçлет. Çавăнпа та А.Анастасьев класлă специалиста Сăхăтпуçĕнчен кунта куллен ĕçе çÿреме УАЗ автомашина туянма пулăшнă.
Вова Максимов – газооператор–хуралçă. Александр Вениаминович хăйĕнпе пĕр класра вĕреннĕ юлташне ĕç тупса панă, газооператора та хăй шутĕнчен вĕрентнĕ.
Максимовсем ыт ахальтен мар тăваттăнран çак коллективра. Вĕсен ашшĕ-амăшне ялта лайăх пĕлеççĕ. Ашшĕ, Вячеслав Алексеевич, ĕçлеме ÿркенместчĕ, çав тери харсăр механизаторччĕ, шел кун-çулĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Унăн мăшăрĕ Валентина та Тăвайри сĕт-çу заводĕнче, колхоз ферминче ĕçлесе ырă ят-сум илчĕ. Ачисем те ашшĕ-амăшнех хывнă.
Кунта районти тепĕр паллă ăста, тавçăрулăхĕпе те, пултарулăхĕпе те инженертан кая мар, Калистрат Васильевич Васильев электрик пирки ăшшăн аса илмесĕр иртме çук.
Вăт çапла, ним çук çĕртен Пуянкассинче, тĕрĕссипе районта пĕртен-пĕрре, самай сумлă вак предприниматель предприятийĕ ÿссе ларчĕ. Вăл ял-йыша ĕçпе тивĕçтерет. Ĕç шыраса Мускав таран çÿремелле, асап-хĕн тÿсмелле мар халь вĕсен.
Вĕсем 8 сехет валли цеха пыраççĕ те ĕç тумĕ тăхăнса харпăр хăй тивĕçне пурнăçлама тытăнаççĕ.
Аван условисем туса панă ĕçлекенсене. Кунта апатланмалли, канса илмелли пÿлĕм, ĕç хыççăн çăвăнса тасалмалли душ кабинисем, санузел пур. Чылай çĕрте хулара та курма çук унашкал условисене.
Анастасьевсем çак производствăна суйласа иличчен, паллах, иккĕленнĕ те пуль. Тĕрлĕ производствăсемпе паллашнă. Вĕт ытларахăшĕ паянхи кунпа пурăнать, çĕнĕ производство йĕркелесси тăкаклă тата панкрута тухас хăрушлăх та çук мар. Çавăнпа та ытларахăшĕ суту-илÿпе аппаланать. Анастасьевсем ялта çĕнĕ производство уçма хăюлăх çитернĕ, çакна ырламалла кăна.
 
Сăн ÿкерчĕкре: Т.Петрова пукан ларкăчне сăрмалли материалсем касса хатĕрлет.
А.НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика