20 ноября 2009 г.
Кăркка тĕк тăкнине кура вăл ÿлĕмрен çăмарта йышлă е сахал тăвакан кайăк пулнине пĕлме пулать. Мĕншĕн тесен продуктивлăх шăпах çакăнтан килет.
Кăрккан чи малтан мăйĕ, унтан çурăмĕ, каярахпа çунаттипе кĕлетки çаралаççĕ. Тĕк тăкнă тапхăрта кайăкăн çунаттин тĕкĕсем тăкăнаççĕ, вĕсен вырăнне çĕннисем шăтса тухаççĕ. Çак тапхăрта кăркка çăмарта сахалрах тума тытăнать, каярахпа пăрахать.
Кăркка ами продуктивлă пулнине тĕк тăкнă тăрăх епле пĕлме пулать-ха; Енчен те вăл ÿлĕмрен çителĕклĕ çăмарта тăвать пулсан, тĕкне ыттисенчен маларах тăкма тытăнать. Тепĕр чухне çавăн пек кăрккасен çунаттин темиçе тĕкĕ харăс тăкăнать. Çăмарта сахал тăвакансем вара тĕкне вăрах тăкаççĕ.
Çĕнĕ тĕк киввинчен тÿрех уйрăлса тăрать. Вăл çутăрах, таса, йăлтăркка. Çунат çинчи çĕнĕ тĕксем сарлакарах, шăмми тулли те çемçерех пулать. Кив çунат тĕкĕсем вара хытă, типĕ, пăхсассăн таса мар тĕслĕрех.