20 ноября 2009 г.

Шахматла выляса Чăваш Республикин Президенчĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн пынă районти ăмăртусенче Чутей шкулĕ (17,5 очко пухса) пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Шкул чысне виçĕ ача хÿтĕлерĕ: Екатерина Васильева (10 класс), Владимир Маловпа Дмитрий Петров (иккĕшĕ те 11 класран). Асăннă вĕренекенсем, спортпа туслисĕр пуçне, пур предметпа та “4” тата “5” паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ, обществăлла ĕçсенче хастар. Акă, Владимир Маловах илер. Класра кăна мар, шкулта та маттуррисенчен пĕри вăл. Пур çĕре те ĕлкĕрет. Физика урокĕсене уйрăмах кăмăллать. Технологи кружокне юратса çÿрет. Çулленех технологсен районти олимпиадинче çĕнтерÿçĕсен йышĕнче пултаруллă çамрăк.
Екатерина Васильевапа Дмитрий Петров та хăйсен ырă тĕслĕхĕсемпе ыттисене хавхалантарса пыраççĕ.
–Хамăр çĕнтерĕве эпир Çамрăксен çулталăкне халаллатпăр. Ытти ачасене те шахматпа интересленме сĕнетпĕр, мĕншĕн тесен çак кăсăклă вăйă ăс-хакăла аталантарма пулăшать, – теççĕ çамрăк шахматистсем.
Сăн ÿкерчĕкре: Чутей шкулĕнчи Д.Петров, В.Малов, Е.Васильева ăмăртусем хыççăн.