АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирус тĕтĕмĕ – çыншăн тăшман (Здравоохранение)

20 ноября 2009 г.

Пирус туртасси – хăш-пĕрисемшĕн кулленхи хăнăху. Вĕсем ăна кашни кун, апат çинĕ, шăл тасатнă, шыв ĕçнĕ пек, туртаççĕ. Пирус туртнипе пуçланнă чирсене пула тĕнчере çулталăк хушшинче 5 миллион çын пурнăçран уйрăлать. Раççейре 300–400 пин çын вилет асăннă сăлтава пула.
Туртакансенчен 90 проценчĕ пируспа çамрăк чухне туслашнă. Пуçласа пируса алла илекенсен вăтам ÿсĕмĕ – 11 çул. 18 çулчченхи туртакан çамрăксем малашне куллен сывлăша тĕтĕмпе сĕрĕмлессинчен хăтăлайманни пирки çирĕплетеççĕ тĕпчевçĕсем. Çак сиенлĕ йăлапа туслашнисен организмра тĕрлĕ чир-чĕр пуçланма пултарать. Çавăнпа арçынсем ытларах сывлав çулĕсен, чĕре чирĕсемпе е юн пусăмĕ улшăнса тăнипе аптăраççĕ. Тĕтĕм сĕрĕмлекен çын хăйĕнпе юнашар пурăнакансен сывлăхне те сиенлет.
Пирус туртмасăр та пурăнаççĕ çынсем. Сире тĕтĕмлемесĕр пурăнма мĕн чăрмантарать; Эппин, паянах пăрахăр туртма. Çак киревсĕр йăларан хăтăлассине ырана ан хăварăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика