АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулас салтаксене – пысăк тимлĕх (Общество)

20 ноября 2009 г.

Ĕлĕк çара илнĕ çамрăксене авалхи йăла-йĕркепе, юрăпа ăсатнă салтака. Повестка илнĕ йĕкĕт юлташĕсемпе пĕрле лашапа чупса, ялти кÿршĕ-аршăпа тăванĕсем патне килĕрен-киле хăнана кĕрсе тухнă. Хурлăхлă салтак юрри урам, ял, тавралăх тăрăх саланнă. Салтака ăстама ял хĕрне тухнă. Купăспа юрласа-ташласа ăсатнă çара каякан çамрăксене. Халĕ купăс калакансем те сахалланнă, салтак юрри юрлама пултаракансем те çук. Юлашки вăхăтра çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласран именмесĕр пăрăнса юлма пуçларĕç çамрăксем. Çар ыйтăвĕ хальхи яшсене хытах хăратать пулас. Вун сакăр çул тултарнă каччăна çартан хăтарса хăварма мĕн тĕрлĕ сăлтав шыраса тупмаççĕ-ши ашшĕ-амăшĕсем; Тăван çĕр-шыв канлĕхне, атте-аннесемпе ача-пăчасен ыйхине сыхлакансем çирĕп чун-чĕреллĕ, ырă кăмăллă çамрăксем пулмалла. Унта та кунта мирлĕ самантрах вăрçă вут-çулăмĕ сике-сике тухнипе ашшĕ-амăшĕн хăйĕн ывăлне çумран уйăрас килмест ĕнтĕ. Çар сумĕ чакни те витĕм кÿрет кунта. Хĕсметре тăрасси хисепрен тухрĕ пулас. Пысăк вырăнта ĕçлекен çынсем ачисене салтака каяссинчен пăрма тăрăшаççĕ. Чухăнсен ывăлĕсем, эрехпе, наркотикла япаласемпе айкашакансем лекеççĕ ытларах çар ретне. Çав çамрăксенченех офицерсем пулма вĕренме суйласа илеççĕ. Çакнашкал каччăсенчен ыррине кĕтмелли çук, паллах. Сĕлĕ акса, тулă вырса илме шутланă пекех пулса тухать ку. Çакнашкал лару-тăрура çĕр-шыв хăрушсăрлăхĕ пирки калаçма йывăр. Халь салтака çулталăка е çулталăк çура кăна кайса килеççĕ, хăш-пĕр çĕрте “дедовщина” хуçаланать. Пĕр-пĕрне хĕненĕ, вĕлернĕ, мăшкăлланă тĕслĕхсем е çартан тухса таракансем те пур. Пулас салтаксен патриотизм туйăмне аталантарассишĕн ытларах тимлĕх уйăрмалла пирĕн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика