20 ноября 2009 г.
Тăвайри ача-пăча библиотекинче “Пирĕн Çеçпĕл” литература сехечĕ иртрĕ. Вулав залĕнче “Кăвар чĕреллĕ поэт” кĕнекесен выставки йĕркеленĕ. Çак уява паллă тума Çеçпĕл поэзине юратакансем тата Тăвайĕнчи тĕп библиотекăра ĕçлекенсем пуçтарăнчĕç.
Çеçпĕл Мишши – чăвашсен çутă çăлтăрĕсенчен пĕри. Вун-вун çул иртсессĕн те кăвар чĕреллĕ поэтăмăрăн пултарулăхĕн хăватне, вăйне, илемне туйма пăрахмастпăр эпир. Унăн ачалăхĕ çав тери йывăр килнĕ. Ашшĕ ăна вĕрентес тесе ăнтăлнă. Çеçпĕл Мишшин ачалăх çулĕсемпе, унăн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе уява пуçтарăннисене вулав залĕн заведующийĕ Н.Уськина паллаштарнă. Районти тĕп библиотекăра тăрăшакан Л.Данилова вара поэтăн произведенийĕсемпе тата ун пирки çырнă кĕнекесем пирки каласа кăтартнă. И.Дмитриева библиотекарь “Чăваш ачине” ятлă сăввине вулани пурин кăмăлне те кайрĕ. 7 “а” класра вĕренекен Аля Захаровапа 5 “б” класри Егор Ивановăн чи юратнă сăвви “Хурçă шанчăк” пулнине пĕлтĕмĕр. Вĕсем иккĕшĕ те çак сăвва пăхмасăр калама вĕреннĕ. Асăнса хăварас килет, Аля хăй те сăвăсем çырма ăста. “Çеçпĕл Мишшине хăйĕн сăввисенче чăваш халăхĕн пурнăçне, ĕçне-хĕлне, сăн-сăпатне кăтартса панăшĕн, çĕнĕ темăсем, ыйтусем, шухăшсем хускатнăшĕн кăмăллатăп”, – тет вăл. Ача-пăча библиотекинче нумай çул тăрăшакан Г.Тимофеева вара уява пухăннисене викторина ыйтăвĕсем çине хуравлама йыхравларĕ. Кунта та чи активли Аля Захарова пулчĕ.
Юлашкинчен поэта халалласа ирттернĕ литература сехетне пухăннисем Çеçпĕл Мишшин “Эп вилсен” сăввипе çырнă чăваш эстрада юрăçин Н.Гордеевăн репертуарĕнчи “Çеçпĕл Мишши” ятлă юрра итлесе киленчĕç.
Уяв пурне те питĕ килĕшрĕ.