20 ноября 2009 г.
Кăвар чĕреллĕ сăвăç, кĕрешÿçĕ, чăваш поэзийĕн никĕсне хываканĕ, чăваш халăхĕн мухтавлă тата пултаруллă ывăлĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа Йăнтăрчăри вăтам шкулта тĕрлĕ ĕçсем туса ирттерчĕç. Асăннă уявăн планне чăваш чĕлхипе литература учителĕ Г.Васильева хатĕрленĕ. Кашни кунах шкулта тĕрлĕ мероприятисем пулса иртрĕç. Ачасем хăйсене шанса панă ĕçсене пурнăçлама тулли кăмăлпа килĕшрĕç.
Республика шайĕнче иртнĕ “Çеçпĕл кăвайчĕ” конкурса хутшăнса Йăнтăрчă шкулĕнчи 8-мĕш класра вĕренекен Лида Коновапа Ксения Григорьева (7 кл.) сăвă илемлĕ вулакансен хушшинче дипломантсем пулса тăчĕç. Конкурс Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнче пулса иртрĕ. Çеçпĕл Мишшине халалланă интернет-олимпиадăна та ачасем хастар хутшăнчĕç.
Асăннă эрне чăваш чĕлхипе литературин кабинетĕнче иртрĕ. Ачасем поэт пурнăçĕпе ĕç-хĕлĕ çинчен çырнă тĕрлĕ литературăпа паллашрĕç. Кабинетра “Çеçпĕл Мишши – çĕнĕ чăваш сăввине çул уçса параканĕ” ятлă кĕнекесен, ачасем çырса хатĕрленĕ рефератсен, “Çеçпĕл – ÿкерчĕкре” картинăсен выставкисене йĕркеленĕ.
Ноябрĕн 9-мĕшĕнче Галина Петровна çĕнĕ технологипе усă курса “Çеçпĕл Мишши – чăваш поэзийĕн классикĕ” ятлă виртуаллă экскурси ирттернĕ. Вăл электронлă слайдсем тăрăх Çеçпĕлĕн пурнăçĕпе ĕç-хĕлĕ çинче чарăнса тăнă, вĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă. Вĕрентекен ачасен ыйтăвĕсем çине тулли хурав пама тăрăшнă. Экскурси пурин кăмăлне те кайнине, интереслĕ пулнине палăртрĕç.
Ноябрĕн 10-мĕшĕнче, Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе пултарулăхне лайăх пĕлме пулăшас тĕллевпе 7–9 классем хушшинче “Тĕлĕнтермĕш уйĕ” вăйă пулнă. Ку вăййа кашни класран виçшер ача хутшăннă. Вăйă 3 турпа иртнĕ. Кашниех хăйĕн çивĕч ăсне, тавçăрулăхне кăтартас тесе тăрăшнă. 7-мĕш класра вĕренекен О.Дмитриева çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
Ноябрĕн 11-мĕшĕнче 10–11 классем хушшинче “Тĕрĕс шутла та – хуравла” литература викторини иртрĕ. Аслисен Çеçпĕлĕн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне те, вăл çырнă сăвăсене те лайăх пĕлнине палăртма тивнĕ. Пуçватмăшсене те шĕкĕлчемелле пулнă. Икĕ ушкăнĕ те тĕллевĕсене аван пурнăçланă. Пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн “Çеçпĕл” команда "10 класс" малти вырăна тухнă.
Ноябрĕн 12-мĕшĕнче 8–9 классем хушшинче “Пĕлетĕр-и эсир Çеçпĕл Мишшине;” викторина йĕркеленĕ. Вĕсен пултаруллă поэтпа çыхăннă тĕрлĕ ыйтусем çине хурав памалла пулнă. Ачасем хăйсен çивĕч ăсне, тавçăрулăхне кăтартнă, мала тухас тесе тупăшнă. Ĕçсене пăхса тухса пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн “Тинĕсе” ушкăн (9 класс) çĕнтернине палăртнă. Вăйă ачасен кăмăлне тивĕçтернĕ.
Ноябрĕн 14-мĕшĕнче “Çĕнĕ ĕмĕрĕн çĕнĕ поэчĕ” ятпа литература тĕпелĕ пулнă. Унта 5–6 класра вĕренекенсем хутшăннă. Çеçпĕл Мишшине халалласа çырнă чăваш халăх поэчĕсен сăввисене илемлĕ вуланă, юрăсем юрланă, чăваш ташшине ташланă. Уяв пурне те килĕшнĕ.
“Çеçпĕл Мишшине халалланă эрне аван иртрĕ”, – тесе палăртнă О.Кириллова организатор. Ку мероприятие хастар хутшăннă маттур та тăрăшуллă ачасене, мала тухнă ушкăнсене Хисеп хучĕсем парса чыс тунă. Уява çÿллĕ шайра ирттерсе яма чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Г.Васильева чылай тăрăшнă. Вăл ертсе пынипе ачасем хăйсен пултарулăхне, ăсне, тавçăрулăхне кăтартнă.