АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялăн харсăр хыпарçисем (Информатизация)

20 ноября 2009 г.

Ялăн харсăр хыпарçисем (Информатизация)

Çĕнĕ Пуянкассинчи почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ Канашри çыхăну узелĕнче япăххисен шутĕнче мар. Тĕрĕссипе, вăл нихăçан та япăххисен шутĕнче пулман. Мĕншĕн тесен кунта яланах яваплăха туйса ĕçлекенсем пулнине палăртма кăмăллă. Акă Людмила Николаевна Филиппова почтальонах илер. Кивĕ Пуянкасси хĕрĕ Çĕнĕ Пуянкасси каччипе Петр Филипповпа çемье çавăрчĕ. Люççапа Петя икĕ ывăлпа пĕр хĕр пăхса çитĕнтерчĕç. Ачисем иккĕшĕ çемьеленнĕ ĕнтĕ, мăнуксем те пур. Кĕçĕнни кăна авланса ĕлкĕреймен-ха. Çавах вăл та ашшĕ-амăшĕн çунатти айĕнчен тухнă, пиччĕшĕ пекех хулара ĕçлесе пурăнать.
Ĕçченлĕх вăл аслисенченех пырать пулас. Хамăр ял хĕрĕ пулнă май, Людмила Николаевнан ашшĕ-амăшне те, ытти ачисене те аван пĕлетĕп темелле. Микула пичче кĕрĕксем, карттус, костюм, шăлавар çĕлеме те, кăмака тума та пĕлетчĕ. Вăл ялти лавккара сутуçăра та, колхозра конюхра та пултарнă. Ялти чи йăваш та сăпай, хисеплĕ çынсенчен пĕриччĕ. Марье аппапа иккĕшĕ шăкăл-шăкăл пурăнса пÿрт тулли ача-пăча çитĕнтерчĕç. Ашшĕ-амăшĕ ĕçченнине кура ĕнтĕ ачисем те вĕсенех хыврĕç. Ывăлĕ Леонид та ашшĕ пекех теме те пултарать. Ку сăмах май пултăр.
Филипповсем пиркиех калар-ха. Людмила Николаевна почтальона пырса кĕнĕренпе 35 çул çитрĕ. Ума лартнă тĕллевсене, вĕсене çуллен ÿстереççĕ пулин те, ялан пурнăçласа пырать. Хальхи вăхăтра ялти çыхăну уйрăмне район хаçачĕ 152 экземпляр килсе тăрать, вĕсенчен 85-ĕшне Людмила Николаевна çырăнтарнă. Хаçат-журнала, çырусемпе саламлă открыткăсене, укçа е посылка килни çинчен пĕлтернисене, пенси укçисене почтальон ялан вăхăтра валеçет. Унсăр пуçне мăшăрĕпе картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк тытаççĕ. Нумай вăхăт лаша таранах усрарĕç. Ĕçлемесĕр, пăхмасăр çитĕнмест вĕт выльăх.
Унăн ĕçтешĕ Надежда Ивановна Васильева пирки те ăшă сăмахсем калас килет. Унăн та çыхăнури ĕç стажĕ 17 çулпа танлашать. Вăл çитменнине Люççан кинĕ пулса тăрать, Çĕнĕ Пуянкасси хĕрĕ Людмила Николаевнан шăллĕне Леонид Николаевича качча тухнă. Вăл та инкĕшĕнчен юласшăн мар.
Уйрăма ертсе пыракан Светлана Васильевна Данилована та ырă енчен кăна палăртма пулать. Вăл çак ялтанах, аслă пĕлÿллĕ экономист (ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă). Çыхăну уйрăмне ертсе пыма пуçланăранпа çитес уйăхра акă 3 çул çитет. Ĕçе пĕлсе, тĕрĕс йĕркелесе пыма тăрăшать. Кăçал кĕркунне хăйсен ялĕн каччипе Петр Даниловпа çемье чăмăртарĕç.
Пĕр сăмахпа, Пуянкасси çыхăну уйрăмĕнче туслă коллектив ĕçлет. Вĕсем район хаçатне çитес çулшăн та кăçалхинчен кая мар çырăнтарма тĕллев тытнă. Çав тĕллеве пурнăçлаççех пулĕ тетпĕр. Паянхи куна вĕсем “Ял ĕçченне” 106 экземпляр çырăнтарнă.
 
Сăн ÿкерчĕкре Çĕнĕ Пуянкассинчи çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕсем: Л.Филиппова, Н.Васильева почтальонсемпе уйрăм пуçлăхĕ С.Данилова.
А.НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика