АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн малашлăх – çамрăксенче (Общество)

20 ноября 2009 г.

Фашистла Германи пирĕн çĕр-шыва хирĕç вăрçăпа тухсан, сывă арçынсем пурте фронта тухса кайса пĕтнĕ. Хĕрсемпе çамрăк хĕрарăмсем окопсем, трассăсем чавма, вăрман касма кайнă. Ватăрах хĕрарăмсемпе шкул ачисем çеç юлнă ялта. Вăрçă вăхăтĕнче техника та пулман колхозсенче, лайăхрах лашасене те фронта илнĕ. Уй-хирти, фермăсенчи мĕнпур ĕçе лашапа, вăкăрпа тумаллаччĕ. Çапăçу хирĕнче çеç мар, тылра та асап тÿснĕ халăх. Уй-хире лашапа сухаласа алăпа акнă, пуçтарнă, тыр-пула юр айне хăварман нихăçан та. Халĕ вара хăш-пĕр колхозсем саланнă май çĕр сумран тухрĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи 1418 куна пынă. Тăватă çул хушшинче СССРта чылай хулапа яла, заводпа фабрикăна аркатнă пулсан та, кĕске хушăрах юхăннă пурнăçа çĕнĕрен йĕркелесе янă. Вăрçă хыççăн пĕр-икĕ çултанах фабрика-заводсем тулли хăватпа ĕçлеме, колхозсем çĕнĕ техникăпа пуянланма пуçланă. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕх йышлă усрама тытăнчĕç, тухăçлă тырп-пул туса илме пуçларăмăр. Колхозра ĕçлекенсене уйăхсерен ĕç укçи парса пынă. Çулсеренех халăха утă-улăмпа тивĕçтернĕ. Çамрăксем тÿлевсĕрех аслă шкулта вĕренме пултарнă. Ахаль рабочи, ял ĕçченĕ курортсемпе санаторисенче канма, туристла çул çÿреве чăрмавсăр кайма пултарнă. “Халăха ирĕклĕх памалла”, – теме пуçларăмăр. Маларах пĕр-пĕр колонире пурăннă-ши вара эпир? Ирĕклĕх пачĕç те, пĕри пуять, тепри пĕтет. Фабрикăпа заводсене, çĕр-шывăн ытти пурлăхне патшалăха çаратса пуйнă миллионерсем сутăн илчĕç. Ирĕклĕх пани халăха усă памарĕ. Аптăранă енне пасар экономики çине те куçса пăхрăмăр. Ырă шухăш-кăмăлпа çурăм тăрăх тар юхтарса ĕçлемесĕр, халăхпа темĕнле сăнавсем туса пăхсан пурнăç ăнмасть вăл. Вăтăр-хĕрĕх çулсенчи çамрăксем пурте патшалăх туса кăларнă таварсене хаклатса сутма пуçларĕç. Вĕсен пасарта шăнса ларса сывлăха çухатмалла мар, фабрика-заводсенче, колхозсен уй-хирĕсенче, выльăх-чĕрлĕх фермисенче вăй хурса ĕçлемелле. Кам тыр-пул, аш-какай, сĕт-çу туса парĕ пире малашне? Çитмĕл-сакăрвунă çулхи карчăксемпе стариксем фабрика-заводсемпе колхозсенче тытăнса тăраймĕç. Çамрăксене вырăнтах ĕç тупса парасси çинчен ытларах шутламалла ертÿçĕсен. Ырă шухăшпа, çурăм тăрăх тар юхтарса ĕçлемесĕр лайăх малашлăх пулаймĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика