АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă сунса (Общество, сельское хозяйство)

20 ноября 2009 г.

Лайăх çын пирки çырма та кăмăллă. Сăмах кунта Йăнтăрчă ялĕнче пурăнакан Галина Павловна Яковлева пирки пырать-ха. Вăл çитес эрнере 55 çул тултарса тивĕçлĕ канăва тухать. Йăнтăрчăна Вăрманхĕрри ялĕнчен качча килнĕ вăл. Мăшăрĕпе, Петр Сергеевич Яковлевпа, иккĕшĕ те ял хуçалăх институтĕнче пĕлÿ илнĕ, ял хуçалăх специалисчĕсем пулса тăнă. Иккĕшĕ те хăй вăхăтĕнче районти сысна самăртмалли комплексра ĕçленĕ. Ун хыççăн Галина Павловна ялти “Луч” хуçалăхра секретарь-машинисткăра ĕçлеме тытăнчĕ. Унтан кадрсен пайне ертсе пычĕ. Халĕ Петр Сергеевичпа иккĕшĕ те килте тăрмашаççĕ: икĕ-виçĕ пуç мăйракаллă шултра выльăх, лаша, ытти выльăхпа кайăк-кĕшĕк усраççĕ, нумайранпа хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ, пурнăçа ăнтарса пыраççĕ. Ачисем те – хĕрпе ывăл – ÿссе çитĕннĕ. Хĕрĕ, Татьяна, хăйсем пекех, ял хуçалăх академийĕ пĕтернĕ. Качча тухса, çемьеленнĕ, ача ÿсет унăн.
Галина Павловнана вара малашне те çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, телейпе ăнăçусем сунас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика