АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕллехи çул-йĕр пысăк тимлĕх ыйтать (Правопорядок)

20 ноября 2009 г.

Пирĕн районта та харпăр хăй тытакан автотранспорт çулсерен нумайланса пырать. Паянхи куна 3732 единица автомототранспорт шутланса тăрать. Çулсем çинче куçăм вăйлансах пырать. Çавна май автоаварисем те пулсах тăраççĕ. Автоаварисене пула республикăра тата çав шутра пирĕн районта та вилнĕ тата ĕмĕрлĕхе сусăрланса юлнă çынсен хисепĕ ÿссе пырать.
Çакнашкал лару-тăрура руль умĕнче лараканăн та, çуран çÿрекенĕн те çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмалла. Автотранспорт пурри çынсемшĕн, паллах, лайăх. Çав хушăрах унпа усă курнă чухне хăрушлăх та тухса тăма пултарать. Аварисен шучĕ пăрлаклă çулсем çинче водительсем хăвăртлăха пăхăнманнипе тата çуран çÿрекенсем хăйсен правилисене пăснипе ытларах пулса иртеççĕ.
Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхшăн пурте тăрăшар. Водительсенчен, хуçалăхсенчи автотранспорт ертÿçисенчен, çуран çÿрекенсенчен çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене çирĕп пăхăнма ыйтасшăн ГИБДД работникĕсем. Инкексем ытларах çул-йĕр правилисене пăснипе пулаççĕ. Çакна водительсен те, ыттисен те хăйсенех ăнланса илмелле.
Руль умне ÿсĕрле ларса çул çине тухмалла маррине пурте пĕлеççĕ. Ку вăл йĕркене сĕмсĕррĕн пăсни. Çакăн пирки ГИБДД работникĕсем те асăрхаттарсах тăраççĕ. Апла пулин те чылайăшĕ асăннă йĕркене пăхăнмасть. Çавăнпа та йывăрлăха кĕрсе ÿкет. Ÿсĕр водительсен айăпĕпе кăна 2009 çулхи 10 уйăхра пирĕн районта 5 авари пулнă. Вĕсенче 3 çын пурнăçĕ татăлнă, 6 çын аманнă. Пĕтĕмпе вара 15 инкеклĕ ĕç пулнă, вĕсенче 6 çын вилнĕ.
Çулсем çинчи инкексен шучĕ чактăр тесе тĕрлĕрен рейдсемпе операцисем ирттеретпĕр, инкек тавраш ан пултăр тесе тăрăшатпăр. Çавăнпа çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнар, хăвăрăн тата ыттисен пурнăçĕ умне хăрушлăх кăларса тăратар мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика