АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вилĕме хирĕç васкатпăр-çке те... (Общество)

20 ноября 2009 г.

Кăçалхи 10 уйăхра республика территорийĕнчи çулсем çинче 1407 инкеклĕ ĕç пулнă, вĕсенче 207 çын вилнĕ, 1800 çын аманнă. Шутласассăн, пĕр пĕчĕк ял республика картти çинчен çухалнă вĕт (Раççейĕпе миçе пин çын пĕтмест пуль;).
10 уйăхра республикăра çул-йĕр йĕркисене пăснă 400 пин тĕслĕх тупса палăртнă (асăрхайманни тата мĕн чухлĕ-ши;). Хăрушла цифра вĕт! Чăн та, ку хисепре пурте инкек патне илсе пыраканнисем мар та пулма пултараççĕ. Сахал-и ним мар çĕртен ГИБДД инспекторĕ штраф тÿлеттерни (калăпăр, умри кантăка тасатакан “дворник” ĕçлеменшĕн пĕрреллĕхе асăрхаттарма та юрать т.ыт.те).
Çавах та 6,4 пин водитель ÿсĕрле руль умне ларнине епле ăнлантармалла (ку каллех тытса чарнисем кăна, тупса палăртайманни мĕн чухлĕ;). Ÿсĕр водитель – çын вĕлерен, вăл кама та пулин таптатех. Кăнтăр Африкăри Республикăра водитель ÿсĕрпе руль умне ларчĕ пулсан, унăн ĕмĕрлĕхе правапа сыв пуллашма тивет, унăн машинине конфискацилеççĕ, сутнă укçине çул-йĕр инкекĕ тÿснисене пулăшакан фонда хываççĕ. Пирĕн çĕршывра та витĕмлĕрех йĕркесем йышăнмалла пек туйăнать. Ÿсĕр çын çуран çÿретĕр...
Статистикăран тата çакă курăнать. Автокатастрофăра çынсем ытларах машинăсем хире-хирĕç çапăннипе е пысăк хăвăртлăха пула çаврăнса ÿкнипе вилеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика