АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтисен йышне йăнтăрчăсем те кĕчĕç (Спорт)

20 ноября 2009 г.

Шкул ачисем хушшинче кире пуканĕ çĕклессипе районти ăмăртусем пулчĕç. Вĕсене 6 шкул команди хутшăнчĕ. Ытти çулсенчи пекех малтисен йышне тăвайсемпе мучарсем кĕчĕç. Йăнтăрчăсем 3-мĕш вырăна тухрĕç.
Тĕрлĕ йывăрăш виçинче харпăр хăй хушшинче ăмăртса малти вырăнсене çаксем йышăнчĕç: Р.Павлов, Е.Кириллов, Е.Берилло, М.Сергеев, А.Лисов (пурте Тăвай шкулĕнчен), С.Федоров, Е.Егоров, Д.Воробьев (виççĕшĕ те Йăнтăрчăран), А.Демин, А.Шибалов, Д.Порфирьев (Мучар шкулĕнчен).
Малтисем çавсемех пулсан та, йăнтăрчăсем çĕкленнине те палăртмасăр тăма çук. Çапла Сергей Федоровпа (60 кг) Дмитрий Воробьев (80 килограмран йывăртарах атлетсем хушшинче) çирĕппĕнех çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç, Евгений Егоров (75 кг-ран йывăр мар виçе) 2-мĕш пулчĕ.
Мала тухнисене пурне те дипломсемпе тата медальсемпе наградăланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика