АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял нумай çĕнелнĕ, анчах... (Общество)

20 ноября 2009 г.

Амалăх – манăн çуралнă ялăм. Вăл пысăках мар. Унта 150 кил хуçалăх, 408 çын пурăнать.
Нумаях пулмасть эпир асаннепе сăн ÿкерчĕксем пăхса лартăмăр. Ял урамĕсенче çапăннисем те пур унта. Эпĕ хамăр урама паллаймарăм та. Йывăçран лартнă пĕчĕк пÿртсем, кÿлĕ хĕрринчи çамрăк йăмрасем сăнланнă чылайăшĕнче. Йывăçсем халĕ ватăлнă, саркаланса кайнă. Çурчĕсем вара, малтанхипе танлаштарсан, çÿллĕ те илемлĕ. Киввисене пăсса кирпĕчрен купалаççĕ, ытларахăшĕ икĕ хутлă тăвать. Анчах пăшăрхантараканни те пур – ялта пушанса юлнă çуртсен хисепĕ çулсерен ÿссе пырать.
Хăшĕсем шыва пÿрте кĕмелле тунă. Кашни килте тенĕ пекех çăмăл автомашина. “Вĕсене пуçласа пирĕн ялта 1970 çулсенче туянма пуçланă”, – каласа парать асанне.
Ял малалла та çĕнелсе, аталанса пытăр. Унăн илемлĕхне пуянлатас ĕçре пирĕн те, шкул ачисен, тÿпе пултăрччĕ. Çыран хĕррисене ишĕлесрен йывăçсем лартса хÿтĕлесчĕ, урамсемпе тăкăрлăксене çÿп-çапран тасатса тăрасчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика