АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕс шухăшсем, анчах калаçу хальлĕн çеç ан юлтăрччĕ (Общество)

20 ноября 2009 г.

Иртнĕ эрнере Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев РФ Федераллă Пухăвĕнче тухса каланине çĕршывра та, тĕнчере те тĕрлĕрен йышăнаççĕ. Анчах пĕрне пытарма çук, Медведев йывăрлăхсене пытармасăр, чуна уçса калаçрĕ, хăйне Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕ пек тытрĕ. Çĕршыв хальхи пек пурăнма пултараймасть, Раççее тĕнчери аталаннă çĕр-шывсен ретне тăратас тесен, пирĕн пурин те вăранмалла, Раççей пуласлăхĕшĕн (хамăр ачасен пуласлăхĕшĕн!) çанăсене тавăрса ĕçлемелле. Халĕ çĕршыври экономика ытларах нефтьпе газ сутни çинче тытăнса тăрать, анчах тупăшăн пысăк пайĕ каллех олигархсен кĕсйине кĕрет. Çав пуянлăх ĕмĕрлĕх мар вĕт. Вĕсене сутса пĕтерсен, мĕн юлĕ; Çавăнпа та экономикăна пĕр тăхтамасăр çĕнĕ çул-йĕр çине кăлармалла, ку чухнехи технологисемпе усă курса хамăр производствăна йĕркелемелле, унăн продукцийĕ тĕнчери аталаннă çĕршывсеннипе тупăшма пултартăр.
Мана, ял çынни пулнă май, уйрăмах ял хуçалăхĕ кăсăклантарать. Чун ыратать хамăр Чăвашрах пиншер гектар сухаланмасăр, акăнмасăр япăхса выртакан çĕрсем пурришĕн, ял çынни туса илекен продукцие вырнаçтараймасăр хăшкăлнишĕн, ял халăхĕ тытакан выльăх-чĕрлĕх йышĕ хăвăрт чакса пынишĕн. Çав вăхăтрах çĕршыври халăха тăрантарма кирлĕ апат-çимĕç продукчĕсен 30 ытла процентне Раççей урăх çĕршывсенчен кÿрсе килет. Епле-ха капла, хамăра хамăр та тăрантарма пултараймастпăр пулсан; Мĕншĕн ял çыннине ĕçлеме, туса илнине вырнаçтарма условисем туса парас мар; Влаçăн халăх енне тахçанах питпе çаврăнма вăхăт.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика