20 ноября 2009 г.

Çĕнĕ Пуянкасси ял поселенийĕн территорине кĕрекен ялсенче нумай ачаллă икĕ çемьене тата ашшĕ-амăшĕсĕр, тăлăх ÿснĕ çамрăка патшалăх пулăшăвĕпе çурт-йĕр лартса параççĕ. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Николай Степанович Васильев пире шăпах Алексей Юрьевич Семенов çамрăка Çĕнĕ Пуянкассинче лартса паракан çурта çитсе курма, анчах малтан кофе ĕçсе ăшăнма сĕнчĕ. Хăй район тулашĕнчен килнĕ ĕçлĕ çынсемпе пĕрле кайма васкарĕ. Пирĕнпе Михаил Васильевич Васильев специалист пычĕ. Çуртне ял хĕрринче, Пушкин урамĕ вĕçĕнче хăпартнă. Çурта пек пĕр хулăнăш хитре пĕренесенчен тăваççĕ ăна. Бетонласа хытарнă никĕс çине лартнă çурта. Ку вăхăт тĕлне ăна купаласа хăпартнă кăна мар, урайпа маччине сарнă, стропилĕсене вырнаçтарнă. Çурта “Чăваш Республикин “Пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессине йĕркелесси çинчен” законĕпе килĕшÿллĕн тăваççĕ. Укçине республика бюджетĕнчен уйăрнă. Строительство ĕçĕсене кÿршĕллĕ Мари Эл Республикинчен килнĕ “Стройхауз” ООО строителĕсем пурнăçланине каласа пачĕ М.В.Васильев специалист. Эпир стройкăна çитсе курнă чухне строительсем унта пулаймарĕç. Çавăнпа вĕсемпе куçа-куçăн курса калаçма тÿр килмерĕ. Асăннă çурт – кăçал хута ямалли объект. Çакна строительсем, паллах, пĕлеççĕ. Август уйăхĕнче кунта район пуçлăхĕ Николай Ильич Иванов та пулнă, ĕçсем мĕнле пынипе паллашнă. Çурта туса пĕтерсе унта ĕçмелли шывпа çут çанталăк газĕ илсе пымалли çинчен те пĕлтерчĕ М.В.Васильев.
Пулас кил хуçипе Алексей Семеновпа тĕл пулса калаçаймарăмăр. Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕрентекенсем каланă тăрăх вăл аслă шкулта – МАДИре вĕренет халь. Малтан Шупашкартах профессипе техника училищи пĕтернĕ. “Тăрăшуллă çамрăк”,– тесе палăртрĕç. Йăмăкĕ те вĕренет, терĕç. Ашшĕ-амăшĕсĕр ÿссе çитĕнсе те тивĕçлĕ пĕлÿллĕ çын пулма тăрăшнине ырламалла кăна ĕнтĕ.
Вырăнти ял поселенийĕнче каланă тăрăх, Кивĕ Пуянкассинчи нумай ачаллă çемьесене – Сергей Анатольевич Степановпа Светлана Анатольевна Константинова çемйисене икшер хутлă çуртсем лартса параççĕ. Вĕсене “Волгострой” ООО тăвать. Вăл кĕрĕшнĕ çак парахатарлă ĕçе. Чăн та, общество вырăнти çынсенех явăçтарнă çурт тума. С.Степановсенне пĕрешкел хитре пĕренесенчен пĕрремĕш хутне вĕçлесе пыраççĕ халь. Материалĕсене кÿрсе килнĕ. Пулас çурт патне çут çанталăк газĕ те илсе пынă. Шыв та пулĕ. Çуртсем патĕнчех – асфальтлă çул.
Сăмах майăн асăнсан Сергей Анатольевич ĕçчен тракторист пулнине хыпарларĕç хăйсен ялĕсем. Арăмĕ те, мăшăрĕ пекех, “Буяновский” ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕçленине пĕлтĕмĕр. Вĕсем икĕ ывăл та виçĕ хĕр ÿстереççĕ. Светлана Анатольевнапа Николай Николаевич Константиновсен вара пилĕк хĕр.
Патшалăх пулăшăвĕпе тăвакан çуртсене вăхăтра туса çитерессе шанас килет. Çавăнпа питĕ тăрăшмалла.
Сăн ÿкерчĕкре: Çĕнĕ Пуянкассинчи Алексей Семенов валли тăвакан пурăнмалли çурт.
А.НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕ.