АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Участокри уполномоченнăйсем тăрăшаççĕ (Правопорядок)

10 ноября 2009 г.

Обществăри йĕрке-лĕхшĕн, право йĕркине пăсассине сирсе ярассишĕн милицин участокри уполномоченнăйĕсем нумай тăрăшаççĕ. Сакăр уполномоченнăй районти 10 ял поселенине, 31 яла йĕркелĕхпе тивĕçтерсе тăрать. Кашни ялăн паспортне йĕркеленĕ, унта çав яла, административлă участокра пурăнакансене сăнласа пама тăрăшнă. Патшалăхăн профилактика системине туса хурассипе çине тăрса ĕçленĕ. Çав тĕллевпе “2009–2012 çулсенче Тăвай районĕнче право йĕркине пăсассинчен сыхланассипе тумалли комплекслă мерăсем” тĕллевлĕ программа йышăннă, шалти ĕçсен районти пайĕн пуçлăхĕн приказĕпе право йĕркине пăсассинчен сыхланас ĕçсене координацилесе пыракан вăхăтлăх комитет йĕркеленĕ.
Участокри уполномоченнăйсем контроле илнĕ, право йĕркине пăсас сĕмлĕ çынсем хушшинче тухăçлă ĕçлесе пынине палăртмалла. Общественноçа, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен представителĕсене явăçтарса тĕллевлĕ рейдсем йĕркелетпĕр. Вĕсем право йĕркине пăсассинчен, преступлени тăвассинчен сыхланма пулăшаççĕ.
Участокри уполномоченнăйсем кашни кварталтах районти таварпа пурлăх объекчĕсене тĕрĕслеççĕ, ун тăрăх актсемпе предписанисем çыраççĕ, пурлăха упрас енĕпе шанчăклăха ÿстермелли майсене кăтартса параççĕ. Ку ыйтусене шалти ĕçсен пайĕпе обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн начальникĕсем кулленхи тимлĕхре тытаççĕ. Кăçалхи 10 уйăхра таварпа пурлăх объекчĕсене çаратманнинче шалти ĕçсен пайĕн тÿпи те пысăк.
Шалти ĕçсен пайĕн ытти службисемпе пĕрле участокри уполномоченнăйсем общественноçа явăçтарса çĕрлехи вăхăтра ялсем тăрăх рейдсем йĕркелеççĕ. Çавăн пек тĕрĕслевсем право йĕркине пăсассине, преступлени тăвассине сирсе яма май параççĕ. Хăшпĕр ял поселенийĕсенче шкулсенче вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕн, вĕрентекенсен, хăй тытăмлăх органĕсен представителĕсен пĕрлехи патрулĕсем çул çитменнисем хушшинчи профилактика ĕçĕнче хăйсен витĕмлĕхне кăтартса пачĕç. Вĕсем эрне вĕçĕнче çамрăксем каçхи вăхăтра йышлăн пухăнакан вырăнсенче, клубсемпе культура çурчĕсенче, дискотекăсенче пулаççĕ, вĕсенчи лару-тăрăва контрольте тытаççĕ. Çавна пула та çул çитменнисем хушшинче преступлени тăвассине чакарма май килчĕ.
Унсăр пуçне унччен преступлени туса айăпа кĕнĕ, тăтăш ĕçкĕпе иртĕхсе пурăнакан çынсем хушшинче пулса калаçусем ирттеретпĕр. Вĕсене прокуратура ĕçченĕсем уголовнăй айăплавсене пурнăçа кĕртессипе ĕçлекен инспекци пуçлăхĕ, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем хутшăнаççĕ. Ку ĕç планпа пулса пырать. Ялсене çирĕплетнĕ графикпе тухса çÿретпĕр. Çапла иртнĕ уйăхра Мучарпа Йăнтăрчă ял поселенийĕсенче пултăмăр, учетра тăракансемпе профилактика калаçăвĕсем ирттертĕмĕр, учетра тăраканăн е условнăй айăплаври çыннăн йĕркене пăсма юраманни, унсăрăн вĕсене тата çирĕпрех, ирĕклĕх прависĕр хăварса айăплама пултарасси пирки каласа ăнлантартăмăр. Çавăн пек тĕлпулусен витĕмĕ пурах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика