10 ноября 2009 г.

Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче чăваш юррисене шăрантаракансен республикăри “Сентти” ятлă пĕрремĕш конкурсĕ иртрĕ. Унта 10 район е хуларан 28 ача хутшăнчĕ. Пирĕн район чысне ача-пăча пултарулăхне аталантаракан центрта ĕçлекен Н.Петрован вĕренекенĕсем хÿтĕлерĕç.
Кашни юрăçăн икĕ чăвашла юрă шăрантармаллаччĕ, пĕрне – Ф.П.Павлов çырнине. Пирĕн район ачисем сцена çинче хăйсене аван тыткаларĕç, тĕллевĕсене çÿллĕ шайра пурнăçларĕç. Жюри председателĕ Михаил Григорьевич Кондратьев академик, искусствовед Тăвай ен ачисен пултарулăхне пысăка хурса хакларĕ. А.Моисеева (7 çул) сцена çинче хăйне чăн-чăн юрăç пек тыткаланăшăн Диплома тивĕçлĕ пулнă. Ф.П.Павлов произведенисене чи лайăх пурнăçланăшăн Н.Семенована (10 çул) панă Диплом. Н.Андреевана (11 çул) “Шанчăк” ятарлă призпа хавхалантарнă. М.Кириллова лауреат пулса тăнă. Ăна III степеньлĕ Диплом, «Тантăш» хаçат çырăнса панă. А.Вьюник II степеньлĕ Диплом илнĕ. Вĕсене пурне те хаклă парне парса чысланă.
Республикăри конкурса хутшăнма пулăшнисене – район администрацийĕн социаллă аталанупа культура тата спорт пайĕн ертÿçине Г.Масленникова, Тăвайри культурăпа кану центрĕн директорĕпе илемлĕх ертÿçине Н.Ивановапа В.Александрована, Г.Ефимов концертмейстера тав тăватпăр.
Сăн ÿкерчĕкре: Н.Петрова вĕрентекен районти хăш-пĕр çамрăк юрăçсемпе.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.