АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăхăтпуçсем малтисен ретĕнче (Торговля)

10 ноября 2009 г.

Пирĕн районта кашни ялта тенĕ пекех кооператорсен магазинĕ пур. Сăхăтпуçĕнчи куллен кирлĕ таварсен суту-илÿ çурчĕ пирки те ырăпа асăнаççĕ потребобщество ертÿçисем. Унта ĕçлекенсем кашни уйăхрах плана тултараççĕ иккен, малтисен ретĕнче пыраççĕ.
Надежда Анатольевна Тимакова заведующи йĕркелесе тăрать кунти ĕçсене. Альбина Александровна Семенова сутуçăпа килĕштерсе суту-илÿ тăваççĕ. Юпа (октябрь) уйăхĕнчи плана та аван пурнăçланă сăхăтпуçсем. «Кĕçех çулталăк вĕçленет. Ытти ялсенчи кооператорсен сутуçисенчен юлас килмест пирĕн. Çавăнпа тупăш илмелли законпа пăхнă пур майсемпе те усă куратпăр. Районти уявсенче суту-илÿ тума хутшăнатпăр. Çулла кивĕ хут, эмел курăкĕ, çĕтĕк-çурăк, выльăх тирĕсем пухнă. Халь кун сиктерсе сĕт йышăнатпăр çынсенчен. Пире сĕт паракансем нумайлансах пыраççĕ. А.Васильева, А.Ильина, Р.Гаврилова, В.Миронов тата ыттисем те кил хуçалăхсенчи ытлашши продукцие кооператорсене шанса параççĕ. Пĕр кунта 150 литр ытла та пухăнать сĕт. Куллен рейса тухакан автобуссем магазин умĕпе çаврăнса иртеççĕ. Çынсем çула май ялти суту-илÿ çуртне кĕрсе тĕрлĕ тавар туянаççĕ. Çапла туслă пурăнатпăр эпир сăхăтпуçсемпе», – каласа кăтартаççĕ сутуçăсем.
233 кил хуçалăха тĕрлĕ таварпа тивĕçтереççĕ вĕсем. Конкуренци пур пулин те, ялта пурăнакансемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика