10 ноября 2009 г.
“Тăвай çăкăрĕ” тулли мар яваплăхлă общество коллективĕ производствăна çĕнĕлĕхсем кĕртессишĕн тимлет. Эпир тăтăшах уявсенче тĕрлĕ куравсем йĕркелетпĕр. Тăвай ен çыннисем мĕнлерех изделисене туянма кăмăл тунине тĕпчетпĕр. Унтан вара çĕнĕ япалана ытларах хатĕрлесе суту-илĕве кăларатпăр.
“Фокаччо” пашалу кăларма пуçларăмăр нумаях пулмасть. Тăхăр тенкĕ тăрать пĕри, ăна тип çупа, пахалăхлă сортлă çăнăхпа пĕçернĕ.
“Эклер” печенине те хăвăрт туянса пĕтерчĕç çынсем. Ăшĕнче пылак çимĕçлĕскерсене ачасем те юратсах тутанаççĕ ĕнтĕ. Пĕр килограмне 120 тенкĕ парса илме пулать. “Городетская забава” пĕремĕкĕн пĕр килограмĕ хĕрĕх тенкĕ тăрать.
Хĕвелçаврăнăш вăррисене ăшаласа, виçсе чĕркесе суту-илĕве кăларасшăн. Пирĕн продукцие туянса хаклама пултаратăр. “Тăвай çăкăрĕ” тулли мар яваплăхлă общество çынсене туллин тивĕçтерессишĕн тăрăшĕ малашне те.