АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йышлă тус-тăван (Общество)

10 ноября 2009 г.

Йышлă тус-тăван (Общество)

Астăваççĕ пулĕ-ха районта пурăнакансем “Тăвай ен” ентешлĕх ертÿçи, ветеринарипе фитосанитари надзорĕ федераллă службăн ЧР управленийĕн пуçлăхĕ И.Дмитриев Йăнтăрчă ялĕнчи вунă ачаллă амăшне О.Васильевана 15 пин тенкĕлĕх холодильник илме сертификат панине. Ольга Игнатьевна “Луч” ЯХПКра нумай çул хушши хăмлаçăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ пирки ывăлĕсемпе хĕрĕсене пĕчченех лайăх воспитани парса ÿстернĕ. Вăй-халне шеллемен харсăр хĕрарăм, тăрăшнă. Ывăнма пĕлмесĕр ĕçлени харама кайман, пепкисем çитĕнсе çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă. О.Васильева пенсионерка халь кĕçĕн ывăлĕпе, Андрейпа, пурăнать. Кил-хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхпе чăх-чĕп тытаççĕ. Ытти ывăл-хĕрĕсен çемйисене май килнĕ таран пулăшма тăрăшать хĕрарăм.
Шăпах унăн ывăлĕпе, Сергейпе паллашма тÿр килнĕччĕ нумаях пулмасть Йăнтăрчă ялĕнче пулнă чухне. Хăйĕн пĕчĕк пепкине алăран çавăтса уттаратчĕ арçын ял поселенийĕн çурчĕ умĕнче. Савăнăçлă пит-куçлăччĕ иккĕшĕ те, ашшĕпе ачи хушшинче туслăхпа тăванлăх, ăшă-ăшă туйăм пурри таçтанах сисĕнетчĕ. Çак илĕртÿллĕ сăнлăха иртен-çÿренсем те чарăнса тăрсах сăнатчĕç. “Ывăл-и, хĕр-и?“– тесе кăсăклантăмăр эпир. “Хĕрача, çемьери иккĕмĕш ача”,– пулчĕ хурав.
Паллашрăмăр телейлĕ ашшĕпе. “Тăвайри кооператив” потребобществăра строительте вунă çул ытла ĕçлет иккен Сергей Николаевич Васильев. Мăшăрĕпе, Зоя Васильевнапа тата пĕр çулхи Настьăпа тĕрлĕ документсем тутарма килнĕ тăван ялне. Арăмĕн ашшĕ-амăшĕпе, бригадирта ĕçлесе канăва тухнă Василий Николаевичпа ĕмрипе фермăра тăрăшнă Анна Яковлевна Михайловсемпе, Çăлпуçĕнче пурăнаççĕ иккен вĕсем. Ял поселенин çуртне кĕрсе Зоя Васильевнапа та паллашрăмăр. Вăл малтан Йăнтăрчăри куллен кирлĕ таварсен магазинĕнче, унтан “Туслăх” кафере поварта, пурĕ çичĕ çул тăрăшнă иккен, халь ачапа декретра ларать. “Пĕлтĕр иккĕмĕш ача çуралнă май амăшĕн капиталĕн сертификатне панă. Пĕр хутчен илмелли 12 пин тенкĕне çурт тума ятăмăр. Ытти суммăпа мĕн тумалли пирки шухăшлатпăр-ха”,– пĕлтерчĕ хĕрарăм пĕчĕк хĕр пĕрчине алла илсе. Аслине Вероника ятлă панă Васильевсем, ноябрьте çичĕ çул тултарать вăл, кăçал шкула çÿреме пуçланă. “Атте–е”, – тесе чĕвĕлтетсе арçын еннелле ăнтăлчĕ пĕр вырăнта ларма юратман Настя.
Асăннă мăшăр тăванĕсенчен потребобщество системинче вăй хуракансем татах пур иккен. Сергейăн аппăшĕ, Валентина Николаевна Михайлова, чĕрĕк ĕмĕр тăрăшать ку коллективра. Кадрсемпе ĕçлекен пайăн инспекторĕ вăл.
Йăмăкĕ, Надежда Николаевна Фирсова, промышленноç таварĕсен склачĕн кладовщикĕнче ĕçлет. Мăшăрĕпе пĕр ача çитĕнтереççĕ.
Ольга Игнатьевнан тепĕр икĕ кинĕ те “Тăвайри кооператив” потребобществăн ĕçченĕсем иккен. Ирина Петровна Йăнтăрчă шкулĕнчи буфетра ачасене пылак çимĕçсемпе, шывпа сăйлать. Лариса Юрьевна вара район центрĕнчи “Пайщик” магазинра тăрăшать. Иккĕшĕ те амăшĕн капиталĕн сертификатне илнĕ.
Суту-илÿ системинчи ĕç династийĕн тымарĕ тарăна кайнă ку туслă тăвансен. Çитĕнекен ăрура та, тен, асăннă ĕçпе интересленекенсем тупăнаççех. Çапла вара потребобществăра ĕçлекенсен династийĕ çĕр çултан иртсе икçĕре те çитĕ малашне.
 
Сăн ÿкерчĕкре: “Тăвайри кооператив” потребобществăра ĕçлекен Васильевсем пĕчĕк Настьăпа.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика