АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕр хуçалăхне аталантарса (Строительство)

06 ноября 2009 г.

Чăваш Республикин хула строительствипе обществăлла инфраструктура аталанăвĕн министерствипе Тăвай районĕн администрацийĕ муниципаллă районпа ял поселенийĕсен пурте усă куракан вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсен сетьне аталантарас пирки çулталăк пуçламăшĕнче килĕшÿ тунă пулнă.
Килĕшÿпе пăхнă пĕ-тĕмĕшле укçа-тенкĕ калăпăшĕ 16396,9 пин тенкĕпе танлашнă, çав шутран:
–Чăваш Республикин бюджетĕнчи субсидисенчен – 9993,6 пин тенкĕ;
–вырăнти бюджет укçи-тенкинчен – 6403,3 пин тенкĕ.
Тăвай районĕнче 2007–2009 çулсенче пурте усă куракан вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсемпе искусственнăй сооруженисене пăхса йĕркелесе тăмашкăн подрядчик пулма тулли мар яваплăхлă “Дорстрой” обществăна палăртнă. Асăннă ĕçсене пурнăçлама кăçал валли 2009 çулхи январĕн 28-мĕшĕнче пĕрремĕш номерлĕ муниципаллă контракт тунă. Подрядчике пăхса тăма панă муниципаллă автоçулсен тăршшĕ 100,22 километрпа танлашать. Муниципаллă районăн 2009 çулта вырăнти пĕлтерĕшлĕ автоçулсене пăхса тăма палăртнă ĕçсем валли 4400,0 пин тенкĕ палăртнă.
Муниципаллă çулсене пăхса йĕркелесе тăнăшăн подрядчике пурнăçланă ĕçсен акчĕсемпе 3470,341 пин тенкĕ тÿленĕ, çав шутра:
–республика бюджечĕн укçи-тенкинчен – 3070,341 пин тенкĕ;
–вырăнти бюджетран – 400,0 пин тенкĕ.
Тăвай – Чутей – Аслă Кайпăç – Çĕнĕ Ишпуç автомобиль çулне юсассине вĕçленĕ, юсанă участок тăршшĕ – 1,35 километр. Кунта 3405,502 пин тенкĕ тăкакланă, çав шутра республика бюджетĕнчен – 2897,700 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран – 507,802 пин тенкĕ. Уçă аукцион итогĕсемпе “Дорстрой” ООО подрядчик пулнă. Автоçула юсамашкăн проектпа тĕпчев ĕçĕсене вырăнти бюджет укçи-тенкипе 95,585 пин тенкĕлĕх “Чувашавтодор” УАО пурнăçланă.
2008 çулта тунă автомобиль çулĕсемшĕн объектсем тăрăх çапла тÿленĕ:
–Киччĕ ялĕнчи обществăлла центр таран тунă автоçулшăн – 778,070 пин тенкĕ;
–”Аниш” – Нÿшкасси – Çĕнĕ Пуянкасси – Кивĕ Пуянкасси автоçула тунăшăн – 901,815 пин тенкĕ.
Ял поселенийĕсене кĕрекен ялсен урамĕсене юсассине вĕçленĕ, пĕтĕмĕшле 1646,923 пин тенкĕ тăкакланă, çав шутран республика бюджетĕнчен – 673,811 пин тенкĕ, ял поселенийĕсен бюджечĕсенчен – 973,112 пин тенкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика